Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк йышпа – туслăхпа килĕшÿре

17 июля 2010 г.

Чи пысăк пуянлăх – çемье. Çакна Трапай ялĕнче пурăнакан Семен Семенович Шорников никамран лайăх ăнланать тесе калас килет. Мĕншĕн тесен 90 çул тултарнă вăрçă ветеранĕ ывăлĕпе кинĕпе, вĕсен ачисемпе, мăнукĕсемпе килĕшÿпе юрату, лăпкăлăх курса телейлĕ пурăнать. Аслă Отечественнăй вăрçă вучĕ витĕр тухса тăван киле сывă таврăннă, çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă шурă çÿçлĕ салтак-ветераншăн çакăнтан хакли мĕн пултăр ĕнтĕ. Çавăнпа вăл паян хăйне чи телейлĕ çын тесе шутлать. Сăмах май, Семен Семенович çулне кура мар уççăн калаçать, ас тăвăмĕ те çирĕп, алла туя тытсах каймасть, сывлăхĕ çине ÿпкелешмест. Унпа калаçнă май вăл çирĕп çын пулни палăрчĕ. Тĕрĕсех, вăрçă ветеранĕ Çĕнтерÿпе киле таврăнсан яваплă ĕçсенче тăрăшнă: тăван колхозра бригадирта, парторганизаци секретарĕнче, районти столовăйсен заведующийĕнче, хатĕрлев кантурĕн директорĕнче тата ытти çĕрте те тимленĕ. Кашни ĕçрех яваплăха туйса вăй хунă, тăван ял, район пуласлăхĕшĕн чунтанах тăрăшнă ватă çынна паян та ялта сума сăваççĕ, Семен Семенович тесе хисеплесе чĕнеççĕ.

Ывăлĕпе кинĕ те ялта ырă ятпа çÿреççĕ. Халĕ вĕсем те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ.

Çапла, Шорниковсен кил-çуртра пур те пур, унта пурăнакансем шăпана кÿренмеççĕ темелле. Анчах мирлĕ пурнăç тăвассишĕн вăрçăра юн тăкнă ветеранăн чун-чĕри лăпкă мар. Кăçал вăл вăрçăра пулнă салтаксене пурăнмалли хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтернисен йышне кĕреймен. Килте условисем лайăх тенĕ иккен, çавăнпа "хваттер" программăна кĕреймен имĕш. Ватă салтак каланă тăрăх, С.С.Шорников çар службинче 1940-1946 çулсенче тăнă, кайран та пĕрре те алă усса ларман. Анчах кăçал Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейĕнче вăрçă инваличĕсене хваттер валеçнĕ чухне çурт-йĕрлĕ пулайманни хытах пăшăрхантарать. Çакă ун калаçăвĕнче сисĕнсех тăчĕ. Кунта мĕнех калайăн ĕнтĕ. Салтак-ветеранăн чун ыратăвне çÿллĕрех шайра тепĕр хут тĕплĕнрех пăхса тухсан татса парасса шанса тăмалли çеç юлать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика