Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пĕрре курса ĕмĕрлĕхе юратрăм ..."

07 июля 2010 г.

Питравра Элекçей Тимешĕнчи Лукиян Антонов килĕнче кĕреке йăтăнса анасла ларĕ. Çак кун Лукиян Ионович 80 çулхи юбилейне уявлать. Уйăх каяллах сумлă çула хыçа хăварнăскер, вăхăтĕнче уявлас темерĕ менелнике. Турра ĕненекенскер, типĕре хăна-вĕрле пуçтарса савăнма кăмăлĕ пулмарĕ. Юратнă мăшăрĕ çулталăк çурă каялла чире пула çĕре кĕчĕ те, юбилей кĕрекинче те ларас кăмăлĕ çукчĕ унăн. Çапах вилнĕ çын хыççăн кайма çуках, чыспа ĕмĕрлесе ирттерекен ĕмĕрĕн сумлă сукмакĕсене аса илмеллех. Ачисем те ашшĕне тăванĕсене пуçтарсах хисеплес терĕç. Çак тарана çитсе ята яман сакăр теçетке çула хыçа хăварнă ăш пиллĕ этем. Ял çинче кăна мар, таврара сума сăваççĕ ăна. _ Хамăр кам хĕрне каласанах, атте-анне çинчен ырă та ăшă сăмахсем илтеттĕмĕр ача-пăча чухнех, _ теççĕ хĕрĕсем кăмăллăн. _ Халиччен эпир ăна ỹсĕррине, табак туртнине курман, намăс сăмахсем илтмен унран. Питĕ çирĕп воспитани панă аттепе анне пире. Анне виличччен юратса пурăннă вĕсем пĕр-пĕрне. Мăшăрне аса илмен кун та çук Лукиян Ионовичăн. Пĕччен чухне пушшех иртнĕ кунсем куç умне асамлăн ялкăшса тухса тăраççĕ. Çак çулсем хушшинче мĕн кăна курма, тỹсме, савăнма пỹрмен çемьене. Çапах та кирек мĕнле йывăрлăха та туслă йышпа çĕнтерсе малалла талпăннă, самантлăха та шанчăклăха, юратăва çухатман. ...Лукиян Ионович ялти шкулта тăватă класс пĕтернĕ хыççăн Патреккелне утнă. Ултă çул вĕреннипех çырлахма тивнĕ ăна. Çичĕ ачаллă çемье тăрăшуллă пулнипе палăрнă. Ашшĕне 1942 çулта вăрçа илсе кайсан çемье йывăрлăхсемпе куçа-куçăн тĕл пулнă. Çав çулхи çурла уйăхĕнче ашшĕ Смоленск облаçĕнчи хаяр çапăçура вилнине пĕлтерсе хут илнĕ çемье. Тата пысăк инкек. Тăлăхсем хăйсене валли çăкăр ĕçлесе илме тăрăшрĕç, нимĕнле ĕçрен те хăрамарĕç. Амăшĕ Лукиян ывăлне кỹршĕри Пикапсел ялĕнчи ферма кĕтĕвне кĕтме ярасси пирки ки-лĕшсе килсен пĕр савăнчĕ ача, пĕр хурланчĕ. Ĕçлекен çын выçă ларманни савăнтарчĕ ăна, ара, амăшне пулăшу пулать-çке. Вăрçă çулĕсенче тутар ялĕнче çу каçрĕ вăл. 1946 çулта вара Патреккел ял кĕтĕвне кĕчĕ. Çăмăл мар кĕтỹçĕн ĕçĕ, тухман тар тухать унта. Çапах пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлсе ỹсрĕ Лукиян. Салтака кайиччен пилĕк çул алран чăпăркка ямарĕ сарă каччă. Хĕлле те алă усса ларман вăл: вăрман кăларма кайнă, ялти кĕпере тăвассишĕн тăрăшнă, вăкăрпа Шăмăршă вăрманĕнчен пĕрене турттарнă... 1951 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Лукиян Антонова çара кайма повестка параççĕ. Тепĕр куннех ялтан тухса каяççĕ вĕсем И.Гавриловпа. Икĕ çул Калининград, икĕ çула яхăн Свердлов облаçĕсенче службăра тăрать маттур каччă. Ỹркенмен йĕкĕте салтакран килсенех тăван хуçалăх ертỹçисем хавассăн кĕтсе илеççĕ. Ăна тракторсем валли çунтармалли тата сĕрмелли материалсем турт-тарма шанаççĕ. ГСМа Елчĕкрен илсе килнĕ те тỹрех хирти тракторсем патне васканă вăл. Çĕрне-кунне пĕлмен Лукиян. Ирхине тăватă сехетре ура çине тăнă та хĕвел ансан та киле часах таврăнайман. 11 çул тăрăшнă çак ĕçре Лукиян Ионович. Ĕнерхи салтак кĕр мăнтăрĕпе çемье çавăрма шухăш тытать. Маларах хĕрсемпе улах ларса курманскер, тарăн шухăша путать каччă. Акă вăл Патреккел ялĕн хĕрĕпе паллашать. Фермăра ĕне сăвать Нина. Хуп-хура çĕмĕрт пек куçĕсем, вăрăм çивĕчĕ, çепĕç чĕлхи тỹрех каччăн асне кĕрсе юлчĕ. Лукиян сап-сарă каччă, тиркемеллиех мар, чĕлхи унăн та япшар, пылпа çу çăвать тейĕн вăл калаçнă вăхăтра. Паян та унăн яка та çепĕç калаçăвне итлес килет. Епле ăслă та пĕлсе, чуна ăшăтмалла калаçма пĕлет-ха вăл. Дояркăсен фермăра çĕр каçмалли дежурство кунĕнче хуралçă-хĕрарăм пỹлĕме хашлатса чупса кĕрет. _ Нина, санăн ĕнỹ пăрулама пуçланă! Ĕнесене юратса пăхакан Нина кĕр çанталăкне пăхмасăр çурăм çине çăм тутăр ывăтса урама васкать. Унччен те пулмасть _ ăна лав çине лартса каяççĕ. Ирхине вăрансан халиччен юрату сăмахĕсемпе калаçса курман каччăн ятне те аса илеймест хĕр. Ара, тăтăшах тĕл пулакан ят марччĕ ĕнтĕ... "Эй, эй" тесе вăратсан çĕнĕ çынсем ферма васкаççĕ. Ĕлĕкхи йăлапа виççĕмĕш куннех венчете тăраççĕ çамрăксем. Лукиянăн амăшĕ ывăлне Патреккел хĕрне качча илтерес мар тесе нумай сăмах турĕ пулсан та хăй шухăшланине пурнăçларех мал ĕмĕтлĕ каччă. Тăлăх хĕр пулнă Нина. Çынсем патĕнче ача пăхса пурăннă, çавăнпах амăшĕ хăрăк турат çумне çыпăçтарасшăн пулман. Çавăнпах тиркенĕ ăна ватă амăшĕ. _ Паянхи кун юрататăп эпĕ ăна. Шанчăклăха нихăçан та çухатман. Сивĕ сăмах та каласа курман, пĕрре курса ĕмĕрлĕхе юратрăм вĕт, _ тет сакăр вунă çулхи асатте-кукаçи мăшăрне аса илсе куççулĕсене пытарасшăн пулса. Çамрăксем тĕп килрен уйрăлса тухаççĕ. Пĕрремĕш пепки çуралсан Антоновсен кил-çурчĕ çунса каять. Каллех çанă тавăрса вăй хума пуçлать кил хуçи. Çуртне те хăпартать пĕр çăвартан пурăнакан çемье, сак тулли ачи-пăчине ỹстерсе çын тăвать. _ Ачасем пирĕн телей, _ пĕринчен теприне пăхса ытараймасть халĕ ашшĕ. _ Ултă пĕр тăван çитĕнчĕç вĕсем, шел, пĕр хĕр пĕрчийĕ тăватă уйăхрах куçне хупрĕ,_ куç илмест тĕпренчĕкĕсем çинчен ашшĕ. Чăннипех те маттур ывăл-хĕр çуратса ỹстернĕ вĕсем. Ывăл ачисем, Васьăпа Коля, ĕçре харсăр та пултаруллă, аллисем ылтăн. Хут купăса тăсса ярсан вара ĕçкĕ-çикĕ илемне кỹрекенсем. _ Купăсне те вĕсем кĕтỹ кĕтсе илчĕç. Мĕн илсе парас тетĕп пĕчĕкскерсене. Велосипед пулĕ, _ тетĕп хайхи. _ Атте, купăс илсе пар. Вĕренес килет унпа калама, _ тет аслă ывăлăм. _ Илсе патăмăр. Паянхи кун та упратпăр. Çапах та асли мар, кĕçĕнни маларах калама вĕренчĕ,_ сăмах çăмхи сỹтĕлет кăна пирĕн. Валя, Женя, Люда, Рая хĕрĕсем те амăшĕн тирпейлĕхĕпе тăрăшулăхне тĕпе хунă пулас, паян вĕсем ял çинче хисепре. Ĕçре те сатур, вăйă-кулăра, юрă-ташăра вара вĕсене çитекенни çуках. Пĕр пỹртĕнче илемлĕ чăваш юррисем шăрантараççĕ, тепринче тăван-хурăнташĕ чăвашла ташша ярать. Ỹсĕр çынсене кураймăн вĕсен килĕнче, савăнăç юрри шăранать унта. Вĕсен ратни пек пысăкки çукчĕ ялта. Мăнукĕсем тăсаççĕ вĕсен йăх-тымарне. Çапла шăпăрт пурăннă çĕрте Антоновсен çемйине инкек килсе çапать. Савнă мăшăрĕ йывăр чирлесе ỹкет Лукиян Ионовичăн. Ачисем амăшне куç умĕнчен яманнине кура çеç шурă халатлисен "приговорĕ" виçĕ уйăхран çулталăкран иртрĕ. Йывăр чирленĕ мăшăрĕ умĕнчен каймарĕ арçын. Халĕ мăшăрĕпе ылтăн туй кĕрекинче ларнине час-часах аса илет вăл. _ Вăл самантсене манма юрамасть. Апла Нина умĕнче намăс мана. Епле тирпейлĕ те сăпайлăччĕ вăл. Чĕререн тухмасть, _ тет вăл. Лукиян Антоновăн ĕç стажĕ колхозра кăна _ 49 çул. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл. Кладовщикра та, ревизи комиссийĕн членĕнче те хăйне ырă енчен çеç кăтартнă. Мăшăрĕ те бригадăра чылай çул вăй хунă, унтан шкулта техслужащире тăрăшнă. Килĕшỹллĕ те тату пурăннă çемье. Паян та Лукиян пичче вăр-вар. Ĕçсĕр лармасть. Ачи-пăчисен, тăванĕсен атă-пушмакĕсене юсать, кỹршĕ-аршăсене те пулăшу алли тăсать. Çăм атă тĕп хурать. Велосипедран анмасть. Вĕсем пек юратупа пурăнса, ĕçпе киленсе ирттересчĕ пирĕн те пĕрре килекен çутă ĕмĕрĕмĕре...  Сăн ỹкерчĕкре: туслă çемье.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика