Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Манăн пурнăç район историйĕпе çыхăннă"

07 июля 2010 г.

1928 çулта Питĕркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Александрович Вазинăн район аталанăвĕнче пысăк тÿпе пур. Мĕншĕн тесен вăл ертсе пынипе районта тĕрлĕ объектсем хута кайнă. Хĕрлĕ Чутай сали пуçланса кайнă кун çитнĕ май çак пултаруллă çынпа, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе вулакансене паллаштарасшăн.

– Вăтам шкул вĕренсе тухнă хыççăн тÿрех пĕлĕве малалла анлăлатма каяймарăм. Çавна май колхоз ĕçĕсене хутшăнтăм, – каласа парать В.Вазин. – Çар ретĕнче тăнă хыççăн 1952 çулта Чул хулара строительсен мастерĕсене хатĕрлекен шкула ăс пухма кĕтĕм. Алла специальноç илсенех тăван районти МТС-ра мастер-строительте тăрăшрăм. Ĕç биографийĕ çак организацирен çырăнма тытăнчĕ. 1958 çулхи июль уйăхĕнче районта коммуналлă хуçалăх йĕркеленсе кайрĕ. Унта ертÿçĕ, бухгалтер тата прораб должноçĕсем çеç пурччĕ. Прораб тивĕçне эпĕ пурнăçласа пытăм. 1960 çулта ертÿçĕ пулса та ĕçлеме тиврĕ. Вăл вăхăтра районта строительство енĕпе организаци пулманран çак ĕçсене коммуналлă хуçалăх çине тиенĕ. Çавна май 1960 çулта типографи çуртне хута ятăмăр. Çавăн пекех пушар деповне, медицина ĕçченĕсем валли çурт çĕклерĕмĕр.

Объектсене хута янипе пĕрлех эпĕ пĕлĕве ÿстерме шут тытрăм: 1959-63 çулсенче кооператив техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕрентĕм. Сăмах май каласан, манăн Çĕнĕ Шупашкар хулинче те ĕçлеме тиврĕ. Унта строительство енĕпе вăй хутăм.

Пурнăç урапи пĕр тикĕс чупмасть çав. Василий Александровича та шăпа тăван тăрăха каялла çавăрса килнĕ. Нихăçан та алăран ĕç яманскер тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ: колхозсем хушшинчи строительсво организацинче тăрăшма пуçланă. Пĕрремĕш объект "Родина" колхозра сысна вити çĕклесси пулнă. Унтан Мишеркассинчи вăтам шкула тата Хирлÿкасси ялĕнче "Искра" хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх хупмалли витисене тума тытăннă.

– 1966 çулта сельхозтехникăпа юнашар прорабсен участокне çĕклеме тытăнтăмăр, – сăмах çăмхине малалла сÿтет аслă ăру çынни. – Çак çулах районта СМУ йĕркелерĕç, вăл шăпах çÿлерех асăннă участокра вырнаçрĕ. 1967 çул пуçламăшĕнче вара Хĕрлĕ Чутай центрĕнче пĕрремĕш хут 30 хваттерте çут çанталăк газĕ çунма тытăнчĕ. 1968 çулта районта ПМК-9 "Мелиоводстрой" йĕркеленĕ. Ĕçченсем тăрăшнипе 1969 çулта кунта ĕçлекенсем валли 8 хваттерлĕ çурт тума тытăнтăмăр. Тепĕр икĕ çултан вĕсем çĕнĕ çурта пурăнма кĕчĕç. Хваттерсенче уйрăм хутса ăшăтмалли кăмакасем вырнаçтартăмăр. ПМК çурчĕ паянхи кун 15-мĕш номерпе тăрать.

1972 çулта "Калинин" колхозра сумалли 400 пуç ĕне валли комплекс çĕклеме тытăнтăмăр. Эпĕ прорабра вăй хутăм. Çав вăхăтрах клуб та тума пуçларăмăр. Анчах та укçа-тенкĕ çуккине пула комплекс тăвас ĕç чарăнчĕ. Çавна май манăн каллех урăх объектсенче тимлеме тиврĕ. Акă 1975 çулта райцентрта поликлиникăн никĕсне хыврăмăр. Никĕс айне В.Манейкин тĕп врач, хуçалăх енĕпе ĕçлекен А.Борисов тата эпĕ укçа хутăмăр.

1976 çулта комплекс строительствине çĕнĕрен тытăнтăмăр, вăл икĕ çула тăсăлчĕ. Анчах та реконструкци тунă май вăл сумалли ĕнесем валли мар, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе усрамалли комплекс пулса тăчĕ. Шел те, ăна 2000-2002 çулсенче аркатса пĕтерчĕç.

1978 çул вĕçĕнче райпо тытăмĕнче прораб должноçĕнче вăй хума тытăнтăм, район центрĕнчи суту-илÿ центрне çĕкленĕ çĕрте ертсе пытăм. 1980 çулта юсавпа строительство организацине йĕркелерĕç, ăна ертсе пыма мана шанчĕç. Почта уйрăмĕн, шалти ĕçсен пайĕн çурчĕсене çĕклерĕмĕр.

1982 çулта районта Шупашкарти пир-авăр комбиначĕ выльăхсем ĕрчетмелли хушма хуçалăх йĕркелесе янă. Мĕн тесе шутлатăр, паллах, унăн директорĕнче В.Вазин ĕçленĕ. Ăна ку ĕçре вăй хума питех те йывăр пулнă: выльăхсене хупмалли витесем пулман, "Октябрь" колхозăн пушă витисене юсаса çĕнетсе çакăнта усранă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕрлĕ должноçре ĕçлесе Василий Александрович район строительствинче тарăн йĕр хăварнă. Ĕçе яваплă та тĕплĕ пурнăçланăран ăна Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика