Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрне-пĕри юратсан юнашар утма аван

07 июля 2010 г.

Çур ĕмĕре яхăн е унран та ытларах килĕштерсе пурăнакан çемьесем республикăри ялсенче тупăнкалаççĕ-ха. Таса та çирĕп юратушăн, вăрăм та телейлĕ кун-çулшăн чăмăртаннă районти çемьесем хушшинче Яманкасси ялĕнчи Евдокия Александровнапа Трофим Иванович Ельцовсем ырă тĕслĕхпе палăрса тăраççĕ. Кăçалхи çу кунĕсенче вĕсем пĕрлешнĕренпе те шăпах 50 çул çитрĕ. Пирĕн малаллахи сăмах çак телейлĕ мăшăр çинчен пулĕ те.

– Пирĕн аттепе анне пĕр ял çамрăкĕсемех пулнă. Иккĕшĕ те патша саманинче çитĕннĕ, шкулта вĕренеймен, 1926-мĕш çулта мăшăрланнă. Çемьере 5 ачана пурнăç парнеленĕ. Эпĕ çемьери иккĕмĕш ача, – тет çуркуннен малтанхи уйăхĕнче 81 çул тултарнă Трофим Иванович.

Вĕсен ашшĕ, Иван Николаевич Ельцов (1900-1944) рядовой, германи çарĕсем пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа кĕрсе кайсан фронтра хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ, Ульяна Николаевна (1903-1986), ачисене çитĕнтерессишĕн тăрăшнă, "Будь готов!" колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Ачисем те, паллах, урамрах чупса çÿремен: шкулта вĕреннĕ, килти пахчара тăрмашнă, амăшне пур майлă пулăшнă.

– Çĕн Атикассинчи çичĕ çул вĕренмелли (1978-мĕш çултан – вăтам) шкул хыççăн урăх вĕренмен. Хăлха япăх илтнине пулах çарта та пулаймарăм. Ачалăхпа çамрăклăх ĕçпех иртрĕç. Авланиччен тăватă çул маларах (1956) атте-анне пÿртне çĕнетрĕм, пахчара улмуççисем чылай лартса чĕртрĕм, – тет Трофим Иванович. – Чăваш автономи облаçне (халĕ – республика) туса хунăранпа 40 çул тултарнине Шупашкарта анлăн уявларĕç: унта эпĕ те кайса куртăм, Атăл хĕрринче çÿрекен çамрăк хĕрсем хушшинче Муркаш районĕнчи Кĕртекасси хĕрĕпе паллашрăм. Хамран сакăр çул кĕçĕнрех пике мана тыткăна илчĕ: чун-чĕрере юрату туйăмĕсем канăç памарĕç, илĕртÿллĕ хĕрпе юнашар пулма хистерĕç... Евдокия – çемьери пилĕк ачаран пĕри, çурма тăлăх ÿснĕ. Ашшĕ Гитлер вăрçине тухса кайнă çул тăваттăра кăна пулнă. Текех курайман ăна, çывăх çыннин кун-çулĕ пĕр çапăçура вăхăтсăр татăлнă. "Хурлăх пĕччен çÿремест," – теççĕ халăхра. Авă мĕнлерех шăпа кĕтнĕ пирĕн çемьесене. Аттесем тăшманпа çапăçса вилнĕ, аннесем тылра асапланнă, çемьесенче – пилĕкшер ача... Çак пĕр пеклĕх мана хамăн пулас мăшăрпа çывăхлатрĕ, ăна йăмăк пекех хĕрхенме тата пĕр-пĕрне ăнланса та хисеплесе пурăнма çирĕп шухăш çуратрĕ, – каласа парать Трофим Иванович.

– Чăнах та, эпĕ ун чухне 23-ри хĕр, тин çеç Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухнăччĕ, направленипе Етĕрне районне ĕçлеме каймаллаччĕ. Çуллахи аслă уяв кунĕ вара манăн пурнăçа самантрах улăштарса хучĕ. Тепĕр уйăхранах, август пуçламăшĕнче, эпир мăшăрлантăмăр. Ача çуратиччен пĕр çул Кив Атикасси медпунктĕнче, ун хыççăн тата 45 çул Кушлавăшри медпунктра чирлĕ çынсене пулăшу пама тăрăшрăм. Ку енĕпе упăшкан юратăвĕ мана хавхалантарса пычĕ. Унпа чăннипех мухтанма майĕ пур. Трофим Иванович малтанах колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăнкаларĕ, Сталинград (халĕ – Волгоград) облаçĕнчи пĕр хуçалăха кайса тырă та чылай кÿрсе килчĕ. Каярахпа, 1968-1992-мĕш çулсенче, вăл "Марксист" колхозăн уй-хир бригадине пĕр улшăнмасăр 24 çул ертсе пычĕ, медальсемпе Хисеп грамотисене тивĕçрĕ. Вĕсем хушшинче "Ĕçри хастарлăхшăн", "Ĕç ветеранĕ" тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 50-60 çулхи юбилей медалĕсемпе "Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи", "Коммунизмла ĕç ударникĕ" тата ытти паллăсемпе Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн президиумĕн икĕ Хисеп грамоти пур. Çак пысăк наградăсем çумне тата упăшкам эрех ĕçменни, пирус туртманни, çемьере çеç мар, ял халăхĕпе те харкашманни çинчен хушса хурас килет, – терĕ Евдокия Александровна.

Çур ĕмĕр пĕрле пурăннă тапхăрта Ельцовсем ялти клубра йĕркеленĕ художество пултарулăх кружокне çÿреме те вăхăт тупнă. 1980-мĕш çулта хыр пĕренесенчен пысăк пÿрт туса лартнă, ăна тул енчен силикат кирпĕчпе купаласа хăпартнă. Çавăн пекех выльăхсем те йышлă усрама тытăннă, вĕсем валли те çурт-йĕре çĕнетнĕ.

Виçĕ хĕрĕ те çемьеллĕ пулма ĕлкĕрнĕ. Асли, Аля (1961) – Тăвай районĕнчи Чутей шкулĕн вĕрентекенĕ, Лена (1964) – Шупашкарти промтрактор завочĕ çумĕнчи поликлиникăн аслă медсестри, Клара (1975) та педуниверситетра пĕлÿ илнĕ – халĕ тĕп хулари суту-илÿ ĕçченĕ.

Ырă тĕслĕхпе палăракан çемьесене ялта хисеплеççĕ. Ельцовсене темиçе хутчен те ялпа район Канашĕсен депутачĕсем пулма суйланă. Умра – ватлăх. Ветерансем халĕ аса илÿсемпе пурăнаççĕ, чунĕсене мăнукĕсемпе килентереççĕ. Пушă вăхăтра "Пирĕн пурнăç", "Кил-çурт – хушма хуçалăх" хаçатсене алла илеççĕ е телепередачăсене тишкереççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика