Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен савăнăçĕ ан иксĕлтĕр!

19 июня 2010 г.

Ачасем – пуласлăх, тетпĕр. Апла пулсан пирĕн – аслисен, ашшĕ-амăшĕсен – ачасем шанчăкпа юратăва, тимлĕхе туйса телейлĕ ÿсчĕр тесе тăрăшмалла.

Çак тĕллевпех Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов "Çулталăкри чи лайăх ача-пăча площадки" конкурс йĕркеленĕ. Конкурс июнь уйăхĕпех пырĕ. Паянхи кун ачасен савăнăçне шута илсе Атнарта виçĕ ача-пăча площадкине тăвас ĕç пырать, пĕрремĕшне июнĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун Хурамалăх урамĕнче уçрĕç. Калас пулать, Атнар ялĕнчи Хурамалăх урамĕнче 30 ачан савăнăçлă сасси кашни кун илтĕнет. Палăртма кăмăллă, Анатолий Иванов тăрăшнипе ултă çемье пĕрле кар тăрса кĕске вăхăтрах хăйсен тĕпренчĕкĕсем валли кану вырăнĕ туса панă. Кунта халĕ анчах утма хатĕрленекенсемпе яш çулне çитнисем валли те пушă вăхăта ирттерме майсем пур.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика