Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Право йĕркисене пăсман

09 июня 2010 г.

 Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Районти шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ, милици майорĕ А.Левый шăмат кун "Акатуй" ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче право йĕркелĕхĕ мĕнле шайра пулни пирки пĕлтернине итленĕ. Вăл каланă тăрăх, çак кун право йĕркисене пăснă пĕр тĕслĕх те, инкек-синкек те пулман. Çакă уява ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ ушкăн, ятарлă службăсем лайăх ĕçленипе пулнă. Кун пек чухне милици работникĕсене служба тивĕçĕсене пурнăçлама та çăмăл. Акатуя йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе туса хунă комитет председателĕ _ район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый район шайĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уява тĕплĕн тишкерсе хак пачĕ, ăна ирттерме хутшăннă службăсене, спонсорсене тав турĕ, тĕл пулнă çитменлĕхсене пĕтермелли майсене асăнчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин уяв итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, йĕркелỹ комитечĕн, Елчĕк ял тăрăхĕн ертỹçин В.Сайкинăн ĕçĕ-хĕлне лайăх хак пачĕ. Иртнĕ çул пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пысăк йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕччĕ. Унăн çĕнĕ ертỹçисем А.Мисяков, А.Нягин лару-тăрăва йĕркелесе ярас тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Вĕсем тăрăшнипе кĕске вăхăтра ĕç-пуç йĕркене кĕнĕ. Район пуçлăхĕ А.Мисяковпа А.Нягина Тав çырăвĕсем парса чыс турĕ. Кăçал районта çĕрпе пĕлсе усă курнине, ăна сыхланине, ялсем, урамсем санитари тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра пулнине тĕрĕслеме ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. Вăл кашни ялăн урамĕсене, ăпăр-тапăр тăкакан вырăнсене тишкернĕ, ỹкерсе илнĕ. Канашлура çак сăн ỹкерчĕксене видеопроекторпа кăтартрĕç. Ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ П.Тремасов çĕрпе усă курассипе, территорие таса тытассипе Елчĕк ял тăрăхĕ, "Прогресс" хуçалăх çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Районти Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче лару-тăру лайăх енне улшăнни сисĕнет. Анчах Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче ăпăр-тапăр тăкнă вырăнсем йышли видеопроекторпа кăтартнă ỹкерчĕксене пăхсан паллă пулчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика