Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене тавах

22 мая 2010 г.

Ветерансене тавах

22.05.2010
"Елчек ен"
Н.ВЕРШКОВ. Патреккел ялĕ.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Патреккел ялĕнчен 232 çын тухса кайнă, вĕсенчен 94-шĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Ялтан вăрçа 11 хĕрарăм хутшăннă. Турă пулăшнипе вĕсем пурте каялла сывах таврăннă. Çапла. Хаяр вăрçăра фашистсене çапса аркатнăранпа чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Çак çулсенче чылай ветеран-фронтовик пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Паянхи кун ялта арçынсенчен Николай Васильевич Скворцов, хĕрарăмсенчен вара Мария Деомидовна Абрамова (хальхи вăхăтра вăл ывăлĕн çемйипе Елчĕк ялĕнче пурăнать) ветеран-фронтовиксем анчах тăрса юлчĕç. Мухтав Турра, Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнине савăнăçпа кĕтсе илме пултарчĕç вĕсем. Вăрçă вăхăтĕнчи халăх фронтра та, тылра та паттăрлăхпа палăрнă. Чап-сум, ырă ят çĕнсе илес тесе мар, çĕр-шыва чунтан парăннăран тата юратнăран унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне çĕнсе илес, ăна тăшманран тасатас тĕллеве мала хурса пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр çапăçнă, ĕçленĕ кашниех. Ылханлă фашистсене çĕнтерме пулăшас тĕллевпе ялти ватти-вĕтти, вăрçăран аманса таврăннисем те ĕçе кỹлĕннĕ, Совет Çарне пулăшнă. Тĕш тырă, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси çине тимлĕх уйăрнă, пушă вăхăтра ăшă алса-нуски çыхса фронта ăсатнă. Шухăшăма малалла тăснă май, хамăр районти Сăрьел ялĕнчи А.Г.Гаязовăн ырă пуçарăвĕ çинчен асăнса хăварас килет. Вăл хăйĕн çемйипе канашласа оборона фондне 215 пин тенкĕ укçа хывнă. Çав шутран 110 пин тенкине самолет илме панă. Кашни çулах Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă обелиск умне халăх йышлă пуçтарăнать. Вĕсен хушшинче ветерансем çулсеренех чакса пыни вара чуна ыраттарать. Кăçал ялти Н.Скворцовпа Акчел ялĕнчи Н.Московский ветерансем хутшăнчĕç митинга. Тавах вĕсене çамрăксемпе тĕл пулса вĕсен чĕрисенче патриотла туйăмсем вăратма пулăшнăшăн. Пĕр вĕсем анчах вăрçă пирки ĕнентерỹллĕн каласа пама пултараççĕ, пурнăçа хаклама тата юратма вĕрентеççĕ . Тавах вĕсене пурне те çак ырă та телейлĕ куншăн. Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕсенче: çитĕнекен ăру Н.Скворцов ветеранпа сăн ỹкерĕнме яланах хавас; М.Абрамова Галина кинĕпе Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă уявра.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика