Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявпа кăмăллă юлнă

15 мая 2010 г.

15.05.2010
"Елчек ен"

Е.ПЕТРОВА.

 Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă тĕп хуламăрти парад çỹллĕ шайра иртнĕ. Унта пирĕн районти икĕ ветеран-фронтовик _ Хĕрлĕçырта пурăнакан Петр Михайлович Михайловпа Акчел ялĕнчи Николай Ефимович Московский хутшăннă. Уявпа кану программи 8 сехете тăсăлнă. Ветерансем хыпарланă тăрăх, программăна аслă ăру шухăш-кăмăлне шута илсе йĕркеленĕ. _ Уявăн пĕрремĕш пайĕ тĕп хулари оперăпа балет театрĕ умĕнче иртрĕ. Шупашкарта пурăнакансем тата унăн хăнисем ĕлĕкхи тата хальхи çар техникипе паллашма пултарчĕç. Тỹпере вĕçекен самолетсемпе вертолетсене курсан чылай ветеранăн куçĕсем шывланчĕç. Иртнĕ хăрушă вăхăтсем куç умне тепĕр хут тухса тăчĕç ахăртнех. Груз турттаракан Ми-26 вертолет тỹпере мăнаçлăн вĕçнĕ май Раççей çар техники мĕн тери вăйлă пулнине курса савăнтăмăр. Уяв Çĕнтерỹ паркĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта Мухтав монуменчĕ умне кашниех чĕрĕ чечек кăшăлĕсем хутăмăр, _ терĕ Николай Московский. Уявпа ветерансем кăмăллă юлнă. 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика