Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ кăсăклă, яваплă

15 мая 2010 г.

 1992 çулта Елчĕк музейĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçласан экспонатсен йышĕ 200-тен ытла марччĕ, паянхи кун тĕлне историпе тăван тавралăх музейĕнче 5 пин экспонат шутланать. Кунта 1890 çулта пичетленнĕ кĕнекесем упранаççĕ, çавăн пекех 1910 çулхи хаçат-журнал та пĕрре çеç мар. 120 çул каяллахи тĕрлĕрен хутсемпе _ çуралнине çирĕплетекен, шкултан вĕренсе тухнине, вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынине ĕнентерекен дипломсемпе те паллашма пулать кунта. Тахçан авал тăхăннă тумтир, çи-пуç, йăла-йĕркере усă курнă савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем тата нумай япала экспонатсен йышĕнче. Мĕн пур экспонат çинчен уйрăммăн каласа та пĕтерес çук. Хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ, ĕçпе чапа тухнă çынсем çинчен те чылай материал пухма пултартăмăр эпир. Çак экспонатсем студентсемпе шкул ачисене питех те кирлĕ. Вĕсемпе усă курса рефератсем, диплом ĕçĕсем çырма пулать. Курма килекенсен йышĕ çулсеренех ỹссе пырать. Икĕ-виçĕ çул каялла музея çулталăкра 2000 çын килсе курнă пулсан, 2009 çулта ку хисеп 3600-пе танлашрĕ. Музейра курав залĕ пысăках мар пулин те, çулсерен 6-7 курав ирттерме пултаратпăр, 2008 тата 2009 çулсенче 9 курав йĕркелесе ирттернĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталтах _ 3. Вĕсене тĕрлĕ темăпа хатĕрлени килсе куракансен йышне ỹстерме те пулăшать. Çавăн пекех шкул ачисемпе тĕрлĕрен конкурссемпе викторинăсем, тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр. Кăçал, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа, чăваш тĕрри кружокĕн членĕсемпе пĕрле вăрçă ветеранĕсене асăнмалăх вымпелсем тĕрлесе парнелеме шутларăмăр. Пĕчĕк çеç парне вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ватă çынсене пысăк савăнăç кỹнине курса хамăр та хĕпĕртерĕмĕр. Çак парнене эпир вăрçă ветеранĕсем умĕнче пуç тайни пултăр терĕмĕр. Мĕншĕн тесен вĕсем хăрушă вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă, ун хыççăн та хăйсене яланах паттăррăн тытнă, темле йывăр пулсан та чун илемлĕхне, ĕненĕве çухатман, пуç усман, çав-çавах малалла шанчăкпа талпăннă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика