Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркăмăшлă эрех сутнă

12 мая 2010 г.

Районсем хушшинчи Етĕрнери следстви пайĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кÿпеш ял хĕрарăмĕ тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Вăл кăçалхи февраль уйăхĕнче ял çыннине саккунсăр майпа 60 тенкĕпе спиртлă шĕвек (килте хатĕрленĕ сăмакун) сутнă. Физикăпа хими суд экспертизи çак спиртлă шĕвекре çыннăн сывлăхне сиен кÿрекен наркăмăшлă хутăшсем – çав шутра бензальдегид, кетон, гексанол, фенилэтанол, альдегидсем, сивушлă çусем тата йывăр эфирсем – пуррине палăртнă. Çакă РФ УК-н 238 статйин пĕрремĕш пайĕпе ("Потребительсен сывлăхĕн тата пурнăçĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтермен продукцие сутни тата сутас тĕллевпе усрани") уголовнăй ĕç пуçарма сăлтав панă та. Кун пек хăтланнăшăн 300 пин таран штрафлама е икĕ çуллăх ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Юлашки икĕ уйăх хушшинче кăна Хĕрлĕ Чутай район территорийĕнче суррогатлă алкогольпе наркăмăшланнине пула пилĕк çын пурнăçран уйрăлнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика