Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп чун хаваллă вăрçă ачи

08 мая 2010 г.

Кÿпеш ялĕнче 1929 çулта çуралнă Ольга Федоровна Михопарова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 12 çулта пулнă. Вĕсен çемйинче пĕтĕмпе 10 ача пулнă, анчах та хаяр вăрçă вĕсен шăпине çавапа каснă пек касса тăкать. 10 ачаран Ольгăпа унăн пиччĕшĕ çеç сыхланса юлаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче Ольга Федоровна ытти ачасемпе пĕрле хуçалăхра ĕçленĕ, амăшне колхоз выльăхĕсене пăхма пулăшнă: утă-улăм турттарнă, хăйсемех ăна пушатнă. Йывăр тиев пĕтĕмпех черчен хул пуççисем çине тиеннĕ. Ялти арçынсене вăрçа илсе кайнă.

– Каярахпа фронтран хăрах ураллă салтак килни халĕ те асрах, – сăмахлать халĕ иртнине аса илсе О.Михопарова. – Унсăр пуçне тепĕр темиçе ватă старик та пурччĕ-ха. Нушине нумай тÿсрĕмĕр. Килте çутă çутма краççын та çукчĕ, тăварсăр яшка çини те пайтах пулнă. Хĕлле ачасемпе лашасем кÿлсе вăрмана хăрăк турат пуçтарма каяттăмăр. Шартлама сивĕре пит-куçа, алăсене тăм тиветчĕ. Каçхине вара фронт валли, хамăр салтаксем валли алсиш-нуски çыхаттăмăр. Фронт валли нимĕн те шеллемен. Килте ĕне усраттăмăр, çăвĕпе какайне, пахчари çĕр улмине салтаксене валли панă. Çуркунне çитсен пурăнатпăр-ха тесе шутлаттăмăр: ун чухне вĕлтрен те тухать, пичче те пулă тытса килет... Вăл вăхăтсене аса илсен халĕ те куççуль тухать.

Çапла, вăрçă ачисен ачалăхĕ тертлĕ иртнĕ. Выляма, амăшĕн чĕр çийĕ çинче ачашланса ларма вăхăт пулман. Кунĕпе ура çинче пулнă вĕсем, çĕрле те ĕçленĕ. Хăйсем выçă пурăнсан та фронт валли апат-çимĕç парсах тăнă. Вĕсемшĕн тăшмана çĕнтересси малта тăнă. Çакă пулать те ĕнтĕ патриотизм туйăмĕ – Тăван çĕршыва юратни. Çакăн пек вăйлă чун хаваллă ватăсенчен пирĕн вĕренмелли те пайтах. Вĕсен тÿсĕмлĕхĕнчен, çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнме чарăнаймăн. О.Михопарована Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи пархатарлă ĕçшĕн медальсемпе те наградăланă. Вăл çут тĕнчене 4 ача парнеленĕ, ватăн 8 мăнук, 3 кĕçĕн мăнук. Вĕсене курса вăл йăпанса пурăнать, иртнине манма тăрăшать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика