Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех фронтшăн, пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн

08 мая 2010 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕн территорийĕнче 54 колхоз, 54 сĕт-çу, 39 сысна , 54 чăх-чĕп тата кролик ферми пулнă. 1941 çулхи сентябрь-декабрь уйăхĕсенче районтан фронта ăсатма 3815 сурăх тирĕ, 664 çăматă, 1190 пурттенкке, 278 çĕлĕк, 878 ал шăлли хатĕрленĕ. 1945 çулхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне шефа илнĕ эвакогоспитале тата Çар чаçне 1690 кг çăнăх, 834 кг аш, 265 кг çу, 210 кг пыл, 3880 çăмарта, 358 кĕленче эрех, 2151 кг çĕр улми, 355 кг пахча çимĕç, 17448 тенкĕ укçа ăсатнă.

Район çыннисем "Чăваш комсомолĕ" бронепоезд тума 2 çул хушшинче 98 пин укçа пухса панă, "Чăваш комсомолĕ" авиаэскадрилья валли - 144 067 тенкĕ.

Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан А.К. Тверсков кăна "Чăваш комсомолĕ" танк колонни валли 21 500 тенкĕ хывнă.

Хĕрлĕ Чутай çыннисем Сăр шывĕ хĕррипе танксенчен хÿтĕленмелли сооруженисем алтнă.

1943 çул тĕлне пирĕн район çыннисем эвакуаципе килнĕ 831 çынна хăйсен çемйисенче хÿтлĕх тупма пулăшнă.

1944 çулта тăшманран ирĕке кăларнă хуçалăхсене пулăшма 138 лаша, 450 пуç ĕне-выльăх, 480 сурăх, качака, 150 пуç сысна ăсатнă.

Пайтах ĕмĕр иртĕ, анчах халăх 1418 кун хушши пынă çапăçура тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнине, Аслă Çĕнтерÿшĕн пĕтĕм вăйне хурса кĕрешнине, ĕçленине никам та манмĕ, пĕтĕм тĕнчери этемлĕх ĕмĕр-ĕмĕр ырăпа асăнĕ.

Вăрçă 27 миллион ытла çыннăн пурнăçне татнă, фашистла вăрă-хурахсем пирĕн çĕршывра 1710 хулапа яла аркатса хăварнă, 70 пин ытла яла çунтарса янă. Пирĕн халăх çав тери йывăр вăхăтра та çĕнтерессе шанса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăрçăра пуринчен те хăюллăрах çапăçса Чăваш Республикинчен тухнă Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнисем, орденсемпе медальсем илнисем хушшинче пирĕн район çыннисем те пур. Çапла, паттăрсене никам та нихăçан та манмасть, вĕсен хастар ĕçĕсем те манăçмаççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика