Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питĕркасси ял тăрăхĕнчи вăрçă ветеранĕсем

08 мая 2010 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Питĕркасси ял тăрăхне те пысăк инкек кÿнĕ. Вăрçă пуçланас умĕн ялсенче çуртсем çĕклеме тытăннă, çынсем лайăх пурнăç пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах та хаяр вăрçă тухсан ялти пур арçынна та фронта илсе кайнă. Питĕркасси ял тăрăхĕнчен акă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 642 çын тухса кайнă. Питĕркасси ялĕнчен 387 çын, Кÿпешрен - 110, Хурапыртан - 103, Вишенертен - 42. Каялла 273 çын çеç таврăннă. Вăрçă хирĕнче 369 çын вилнĕ тата хыпарсăр çухалнă: Питĕркассинчен - 219, Кÿпешрен - 67, Хурапыртан - 61, Вишенертен - 22 çын.

Паянхи куна Питĕркасси ял тăрăхĕнче 10 вăрçă ветеранĕ çеç пурăнать. Вĕсен йышне çаксем кĕреççĕ: Василий Федорович Гаврилов, Иван Александрович Максюткин, Михаил Фролович Филиппов, Петр Алексеевич Ермолаев, Григорий Кириллович Огоньков, Андрей Прокопьевич Сякаев, Илья Андреевич Федоров, Василий Михайлович Судаков, Александр Акимович Антонов, Михаил Иванович Митрофанов.

Мухтав сире, вăрçă ветеранĕсем! Эсир Çĕнтерĕве туптассишĕн хăвăрăн пурнăçăра шеллемен, Сирĕн хăюлăхпа хастарлăха пула эпир мирлĕ пурнăçра пурăнатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика