Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм Раççейри конкурссенче палăрнă

05 мая 2010 г.

Ĕнер район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Пирĕн районти вĕренекенсем республикăри тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене йышлă хутшăнаççĕ, çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕме пултараççĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый палăртнă тăрăх, вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшли предметсен олимпиади шутланать. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 52 вĕренекен республикăри предметсен олимпиадине хутшăннă, 9-шĕ çĕнтерỹçĕ е призер пулса тăнă. 2 вĕренекен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна хутшăннă. Лаш Таяпари шкулта вĕренекен А.Павлов биологи предмечĕпе Раççейри шкул ачисем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен А.Чуманова та право предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна хутшăнса лайăх кăтарту тунă. Вĕсене олимпиадăна хатĕрленме И.Павлова тата В.Николаев учительсем пулăшнă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин пултаруллă çамрăксене, вĕрентекенсене пысăк çитĕнỹ тунă ятпа саламларĕ, малашне те ăнăçусем сунчĕ, вĕсене Тав çырăвĕсем пачĕ. Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул директорĕн çумĕ З.Фомкина та район пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Вăл "Хальхи шкула ертсе пырасси" Пĕтĕм Раççейри конкурс лауреачĕ пулса тăнă. Конкурса тăратнă 150 материалтан унăн ĕçĕ чи лайăх 34 ĕç шутне кĕнĕ. Ăна медальпе, ят çырнă сехетпе, дипломпа, РФ Патшалăх Думин вĕренỹ комитечĕн Тав хучĕпе чысланă. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкăн 95 проценчĕ чухлĕ акнă. 23 хуçалăхран 15-шĕ акса пĕтернĕ. Çак ĕç ытти хуçалăхсенче те паян-ыран вĕçленмелле. Хальхи вăхăтра районта сахăр чĕкĕнтĕрĕ, пахча çимĕç акаççĕ, çĕр улми лартаççĕ. Хĕллехи сивĕре шăннă кĕрхи культурăсене пăсса çĕнĕрен акаççĕ. Çак ĕçе 3692 гектар çинче пурнăçланă. О.Карсаков палăртнă тăрăх, кĕркунне кая юлса акнă, çавна пула лайăх аталанмасăр хĕле кĕнĕ кĕрхи культурăсем ытларах сиенленнĕ. Çак кунсенче хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кашни ĕнерен вăтамран 15,3 килограмм сĕт сăваççĕ. Чи пысăк сăвăм "Сатурн" хуçалăхра _ 22,2, пĕчĕкки _ "Родникра" _ 8,6 килограмм. Район пуçлăхĕн çумĕ _ Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине хатĕрленсе ирт-терес енĕпе районта йĕркеленĕ комисси председателĕ Л.Левый уява анлăн паллă тăвас енĕпе туса ирттермелли ĕçсем пирки тухса калаçрĕ. Аслă Çĕнтерỹ кунĕччен 4 кун юлчĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ăна лайăх хатĕрленсе ирттерес енĕпе районта ятарлă комисси йĕркеленĕ. Унăн черетлĕ ларăвĕ ĕнер район администрацийĕнче иртрĕ. Ларăва район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕ. Йĕркелỹ комиссийĕн председателĕ - район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый халиччен туса ирттернĕ тата çывăх кунсенче пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн, çу уйăхĕн 8-мĕшĕсенче, Элекçей Тимешĕнче çĕнĕ, Çĕнĕ Пăвара тĕпрен юсанă палăксене уçаççĕ. Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнине ялсенче çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, район центрĕнче çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Елчĕкре ирттерекен уявăн программи тĕрлĕ енлĕ, анлă. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, каçхине 21 сехетре, палăк патне факел йăтса утассине, Çĕнтерỹ салючĕ ярассине йĕркелеççĕ. Тепĕр кунне тĕп лапамра митинг пулать. Ун хыççăн тĕп стадионта пултарулăх ушкăнĕсем пысăк концерт кăтартаççĕ. Çăмăл атлетсем Аслă Çĕнтерĕве халалласа Елчĕк ялĕн урамĕсемпе чупу йĕркелеççĕ. Кăнтăрла иртсен тĕп стадионта футбол вăййин финалĕ иртет. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен ертỹçисене, яваплă çынсене Аслă Çĕнтерỹ уявне асра юлмалла, лайăх хатĕрленсе ирттерме хушса хăварчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика