Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăксене йĕркене кĕртсе тăмалла

05 мая 2010 г.

Вăрçă паттăрĕсене халалланă палăксем республикăра чылай. Штанаш ялĕнче те Аслă вăрçăра пуçĕсене хунисене чысласа палăк çĕкленĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсем иртнĕçемĕн Штанаш ял халăхĕ палăк пирки сăмах тапратсан кунта çуралса ÿснĕ вăрçă ветеранĕ, пĕрремĕш ракетчик Иван Николаевич Коннов хăй ăсталама килĕшет.

– Иван Николаевич халăхшăн нумай тăрăшрĕ: палăк ăсталарĕ, чиркÿ тунă çĕрте хастарлăх кăтартрĕ, шкул пахчине чылай йывăç ларттарчĕ, масар таврашĕнчи чăрăшсем те вăл тăрăшнине пула симĕс тумпа лараççĕ,– çапларах сăмахсемпе ветеран пирки аса илеççĕ ялти ватăсем.

И.Коннов ăста художник пулнă, палăк сăнне вăл хăйĕн сăн ÿкерчĕкне пăхса сăнарланă. Палăк 2,5 метр çÿллĕш, постаментне шурăпа сăрланă. Салтакăн сылтăм аллинче пăшал, сулахай аллипе хăйĕн каскине тытнă, ури айĕнче таптаса аркатнă фашист свастики. Çавăнтах Штанаш тăрăхĕнчен тухса кайса вăрçăран таврăнайманнисен ячĕсене çырса хунă.

1970-мĕш çулхи Çĕнтерÿ кунĕ. Шăпах çак кун ăна официаллă майпа уçнă. Виткĕçе сиреççĕ те палăк хурлăхлă саспа "юрласа ярать". (Палăк ăшне радиоприемник кĕртсе лартнă иккен, кунти ватăсем пĕлтернĕ тăрăх, малтанласа кашни уяврах палăк ăшĕнчен юрă илтĕннĕ.)

Вăрçăра пуçĕсене хунă кашни салтака асра тытмалла. Палăксене упрамалла, вĕсене йĕркене кĕртсе тăмалла.

Хăрушă вăрçă нушине пирĕн курмалла ан пултăрччĕ!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика