Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк талантсемпе савăнатпăр

29 апреля 2010 г.

Иртнĕ эрнере культурăпа кану центрĕнче районтан тухнă паллă юрăçсене И.Охливанкинпа Г.Петрова халалланă VI конкурс-фестиваль иртнĕ. Фестиваль ĕçне Шупашкарти культура институчĕн профессорĕ, пирĕн ентеш С.Кондратьев хутшăннă.

Фестивале çамрăксен музыка культурине ÿстерес, талантсене тупса палăртас тата вĕсене малалла аталанма майсем туса парас тĕллевсемпе йĕркеленĕ.

Тÿрех каламалла, сцена çине тухасси çăмăл теме çук: хăвна артист пек кăтартма пĕлмелле, юрлас пултарулăх пулмалла, çи-пуç хатĕрлемелле... Çамрăк талантсем çакăн пек тĕрĕслев витĕр тухнă та ĕнтĕ. Пĕрремĕш турта кашни юрăç Тăван çĕршывăн мухтавлă салтакĕсем çинчен хывнă юрăсене шăрантарнă, иккĕмĕшĕнче – халăх юррисене. Çакна та каламалла, конкурса кÿршĕллĕ Элĕк районĕнчи тата Çĕмĕрле хулинчи талантсем те хутшăнма кăмăл тунă.

8-12 çулхисен конкурсĕнче куракансене Элĕкри искусство шкулĕн вĕренекенĕн Зоя Семенован пултарулăхĕ тыткăнланă. Жюри членĕсем пĕр саслăн пулса юрăçа малти вырăна парса чысланă. Иккĕмĕш – Питĕркассинчи Владислав Жуков (преподавателĕ В.Грачева), виççĕмĕш – Атнарти Серафим Индейкинпа (Г.Орлов) Мăн Этменти Екатерина Елизаркина (В. Ярабаев).

13-15 çулхи юрăçсен ушкăнĕнче Çĕн Атикассинчи Надежда Аксакова (Р.Сулейманов) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна элĕксем тухнă, виççĕмĕш вырăнсене вара Питĕркассинчи Сергей Фадеевпа (В.Грачева) Мăн Этменти Ирина Егорова (В.Ярабаев) пайланă.

16-20 çулхисен конкурсĕнче Реда Хан (вăл Çĕмĕрлери искусство шкулĕнче пултарулăха ÿстерет) пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă, иккĕмĕш – Питĕркассинчи Анна Данилова (В.Грачева), виççĕмĕш – Турханти Олеся Скворцова (преподавателĕ В.Молодейкина).

Конкурс программине И.Охливанкинпа Г.Петрова халалланă "Кашни талантăн хăйĕн çулĕ" темăпа хатĕрленĕ электронлă презентаци пуянлатнă. Унтах Хĕрлĕ Чутайри ачасен пултарулăх çурчĕн "Чун ăшши" тата Элĕкри "Хунав" ансамбльсем концертпа савăнтарнă.

Пĕтĕмлетсе çапла каламалла. Районта пултаруллă та ăста юрăçсем сахал мар. Анчах ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем, пурте мар, паллах, çамрăксене музыкăна явăçтарас, вĕсене вĕрентсе район, çавăн пекех республика шайне кăларас тĕлĕшпе сахалрах ĕçлени сисĕнет. Конкурссенче çакă уççăнах палăрать мар-и?

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика