Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Елчĕк çăлтăрĕсем" çуталаççĕ

28 апреля 2010 г.

 

 Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче мĕнле кăна хаваслă уявсем йĕркелемеççĕ-ши? Çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисене халăх хавасланса çỹреме пуçлани сисĕнет. Акă, Елчĕкре эстрада юррисене юрлакансен районти фестивальне Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă. Фестивале 15 çулхи тата унран аслăрах уйрăм юрăçсем тата коллективсем хутшăннă. Гран-прие Лидия Юркова (Çирĕклĕ Шăхаль) çĕнсе илчĕ. Çĕнтерỹçĕ-солистсем йышне çаксем кĕчĕç: Румия Давлетшина (Сăрьел) _ пĕрремĕш, Елена Цветкова (Курнавăш) _ иккĕмĕш, Анатолий Анисимов (Елчĕк), Андрей Спиридонов (Тĕмер), Эдуард Казаков (Кивĕ Эйпеç) _ виççĕмĕш. Курнавăшри Елена Цветкова шăрантарнă "Один раз в год сады цветут" юрра залра ларакансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Илемлĕ саслă юрăçă юлашки вăхăтра сцена çине час-часах тухать, çепĕç сассипе куракансене савăнтарать. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ май кăçал фестивале çарпа патриот юррисене те кĕртнĕ. Калас пулать, çамрăксем патриот юррисене юрлани кăмăла çĕклет. Курнавăшри Ксения Смирнова мĕн пĕчĕкрен сцена çинче. Вăл хальхинче Ю.Началован "Ты же выжил, солдат" юррине чĕрене хумхантармалла шăрантарчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Таяпа Энтринчи Анна Викторова _ иккĕмĕш, Хĕрлĕçырти Георгий Якимов виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. "Чи лайăх дуэт" номинацинче те Курнавăшсем палăрчĕç. Кристина Смирновăпа Рина Светопольская икĕ сасăпа илемлĕ юрă янăратрĕç. Вĕсем виççĕмĕш çул çак конкурсра тивĕçлипе çĕнтереççĕ. Лаш Таяпари Сильвия Самсоновăпа Зарема Князева та юрлама ăста. Вĕсем иккĕмĕш вырăнта. Элпуçĕнчи Марина Егоровăпа Оксана Мясникова _ виççĕмĕш призерсем. "Чи лайăх ансамбль" ята Çĕнĕ Пăвари пĕр тăвансем тивĕçрĕç. Елена Смолина, Лариса Максимова, Ирина Титова _ "Пилеш кайăксем" юрласа залра ларакансен чун-чĕрине тỹрех тыткăна илчĕç. Аслă Пăла Тимешри "Пăла" ансамбль иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшсем _ Аслă Елчĕксем. Анжела Соколова, Елизавета Долгова, Геннадий Обручков юрлама ăста пулнине çирĕплетрĕç. Музыка пĕлĕвĕ илнĕ участниксенчен пĕрремĕш вырăна Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Сергейпе Ольга Красновсем тухрĕç. "Чи лайăх автор" ята Тăрăмри Вячеслав Захаров тивĕçрĕ. Куракансен призне Кỹлпуçри Маргарита Ляленко çĕнсе илчĕ. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Жюри членĕсем _ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лидия Траншкина, Чăваш телевиденинче "Тăр-тăри" телепередачăна ертсе пыракан, çамрăксен театрĕн артисчĕ Ю.Капсулов, Патăрьелĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Ирина Егорова çамрăк юрăçсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç. Апла пулсан Елчĕкре малашне те çамрăк çăлтăрсем çуталса кăна пыраççĕ.


 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика