Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕсене, салтак арăмĕсене - хăтлă çурт-йĕр

28 апреля 2010 г.

 Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли залне Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе вĕсен çемйисен членĕсем, вăрçăра пуç хунă салтак арăмĕсем пуçтарăнчĕç. Район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, строительство, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Кузнецов, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăм ертỹçи И.Аникина вĕсене Федерацин "Ветерансем çинчен" тата "Раççей Федерацийĕнчи граждансене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" саккунĕсемпе килĕшỹллĕн вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕр хута яма е хваттер туянма май паракан свидетельствăсем пачĕç, тăшмана хирĕç пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр кĕрешнĕ, тылра ырми-канми ĕçленĕ ветерансене тав сăмахĕсем каларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Свидетельствăна парас тата унпа усă курас йĕрке çинче те чарăнса тăчĕç ертỹçĕсем. Федераци бюджечĕн шучĕпе çурт-йĕре тивĕçмелли ирĕкпе Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем, блокадăри Ленинградра пурăннă çынсем тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунă салтак арăмĕсем усă кураççĕ. Саккун тăрăх ветеран пурăнмалли вырăна тата çурт-йĕр тĕсне суйлама пултарать. Ку вăл _ хваттер, уйрăм çурт е общежитири пỹлĕм. Унсăр пуçне вăл хăйĕн çуртне те çĕклеет. Хваттере е çурта Чăваш Республикинче вырнаçнă муниципалитетăн кирек хăш йĕркелĕвĕнче те туянма май пур.Тỹлев суммине шутланă чух 36 тăваткал метр лаптăка тĕпе хураççĕ. Пĕр вăхăтлăх тỹлев 910,8 пин тенкĕпе танлашать. Çурт е хваттер хакĕ асăннă тỹлев виçинчен хаклăрах пулсан, чăн хакпа социаллă пулăшу виçи хушшинчи уйрăмлăха ветеран хăй кĕсйинчен саплаштарать. И.Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун Елчĕкри Мир урамĕнче хута каякан виçĕ хутлă çуртра 6 ветеран валли хваттер тивĕçет, хальлĕхе ветерансем 4 хваттере йышăннă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика