Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене пĕрле татса памалла

14 апреля 2010 г.

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри "Раççей юрис-чĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ Чăваш Республикин Наци вулавăшĕпе пĕрле, республикăри ытти районсенчи пекех, Елчĕкри тĕп библиотекăра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăра право хутшăнăвĕсене йĕркелес ыйтупа Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ ирттерчĕ. Унта район прокурорĕн пулăшуçи, 3 класлă юрист И.Романов, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Е.Михайлова, строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Кузнецов, культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова, Елчĕк ял тăрăхĕн ертỹçи В.Сайкин, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх начальникĕ А.Мисяков, управляющи компани _ "Стройэнергосервис" ООО директорĕ А.Нягин йышăнăва килнĕ граждансен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Çакăн пек йышăну-тĕл пулу тăваттăмĕш пулчĕ. Хальхинче вăл коммуналлă çуртсенче пурăнакан 50 ытла çынна пуçтарчĕ. Йышăнура калаçу пурăнмалли çурт-йĕрпе, коммуналлă пулăшусемпе усă куракансен прависене хỹтĕлемелли граждан-право механизмĕсем, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлев виçисене палăртмалли йĕрке, нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăмалли меле кура граждансен прависене хỹтĕлемелли уйрăмлăхсем çинчен пычĕ. Чи малтанах район прокурорĕн пулăшуçи И.Романов Раççей Федерацийĕн Правительствин 2006 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăларнă "Граждансене коммуналлă пулăшусем памалли йĕркесем çинчен" 307-мĕш номерлĕ постановленийĕпе, Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн статйисемпе паллаштарчĕ. Йышăнăва килнĕ граждансене нумай ыйтусем хумхантарчĕç. Сăмахран, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене ăшăпа тивĕçтернĕшĕн мĕнле йĕркепе тỹлеттереççĕ? Ун пирки "Стройэнергосервис" ООО директорĕ А.Нягин çапла хуравларĕ: "Хваттерсене ăшăпа 7 уйăха тивĕçтереççĕ. Çурта ăшăпа тивĕçтернине шутлакан счетчик пулсан кашни уйăхра мĕн чухлĕ ăшăпа усă курнине шутласа тỹлеттерме пулать. Ун пек счетчиксем çукран хутса ăшăтакан тапхăра 7 уйăх çине пайласа, хваттер лаптăкне кура тỹлеттереççĕ". Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприяти начальникĕ А.Мисяков каланă тăрăх, газ парса тăракан "Чăвашрегионгаз" ООО пĕр кубла метр газа вăтамран 4 тенкĕпе сутать. Анчах нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хутса ăшăтнăшăн вăхăтра тỹлемеççĕ. Предприяти умĕнчи парăм 830 пин тенке çитнĕ. Хальлĕхе газ парса тăракан предприятие тỹлеве "Строй-энергосервис" ООО хăй шу-тĕнчен саплаштарса пырать. Ун пек пулмалла мар, хваттер хуçисем хутса ăшăтнăшăн вăхăтра тỹлесе пымалла. Уйрăм çынсен газшăн тỹлемелли хак йỹнĕрех. Çавăнпа нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хваттерсене уйрăм хутса ăшăтмалла тумалла. Çак ĕç темиçе çул каяллах пуçланнă. Проектсем тутарассипе, ытти кирлĕ хутсем хатĕрлессипе халĕ район администрацийĕ пулăшать. Çапах та уйрăм хваттерсенче пурăнакансем енчен васкани сисĕнмест. Çакна палăртрĕ хăйĕн калаçăвĕнче И.Кузнецов. Усă курнă электроэнергишĕн тỹлессипе ыйтусем нумай пулчĕç. Кашни çурта электроэнергипе усă курнăшăн шутлакан счетчик лартнă. Унсăр пуçне кашни хваттерĕн хăйĕн счетчик пур. Йĕрке тăрăх унăн уйрăмлăхне хваттер хуçисем тỹлеççĕ. Ку вăл подъездсене, унăн умĕсене çутатса тăнăшăн пулать. Кунсăр пуçне хваттере пыракан пралуксене хĕрме электричество каять. Тухса калаçакансен шухăшĕпе, нумай хваттерлĕ çуртсене пырса кĕрекен счетчик тата хваттерсенчи счетчиксен хушшинчи уйрăмлăх пысăк пулни хăш та пĕр хваттер хуçисем электричество вăрлас çул çине тăнипе çыхăннă. Вĕсене тупса палăртас енĕпе çуртра пурăнакансем кăна мар, электроэнерги парса тăракансем те яваплă пулмалла. Район прокурорĕн пулăшуçи И.Романов çак ĕçе тĕрĕслев органĕсене явăçтарма пулнипе килĕшрĕ, анчах ăна саккунлă майпа туса ирттермеллине палăртрĕ. Управляющи компани _ "Стройэнергосервис" ООО директорĕ А.Нягин обществăлла çурта тытса тăма каякан тăкаксен шутне мĕнле ĕçсем кĕни пирки паллаштарчĕ. Йышăнăва килнĕ çынсем çакăн пек ыйту пачĕç: "Хваттерсенче пурăнакансенчен çỹп-çапа илсе тухнăшăн мĕншĕн хваттер лаптăкне шутласа тỹлеттереççĕ?" А.Нягин кун пирки çапла хуравларĕ: "Чăнах та, çỹп-çапшăн кашни тăваткал метра шутласа 99-шар пус тỹлемелле. Çак йышăнăва Раççей Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Эпир саккунпа килĕшỹллĕн ĕçлесе пыратпăр". Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене коммуналлă пулăшу панăшăн тỹлемелли тарифсене Елчĕк ял тăрăхĕнчи депутатсен пухăвĕ çирĕплетет. Елчĕк ял тăрăхĕн ертỹçи В.Сайкин каланă тăрăх, кăçал хваттер укçине 7,3 процент, коммуналлă пулăшу тỹлевĕсене 17,8 процент ỹстернĕ. Вĕсене республикăри тариф службипе килĕшсе çирĕплетнĕ. Район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай ертỹçи И.Кузнецов çакна палăртрĕ: иртнĕ çул нумай хваттерлĕ 12 çурта тĕпрен юсанă. Кун пек юсав ĕçĕсене халиччен нихăш çул та туса ирттермен. Çак юсав ĕçĕсене пурнăçлама федераци, республика, район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Раççей Федерацийĕн "О фонде содействия реформирования жилищно-коммунального хозяйства" саккунĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене юсама хваттер хуçисем пĕтĕм тăкакăн 5 процентĕнчен кая мар пая кĕрсе тỹлемелли çинчен каланă. Анчах паянхи кун тĕлне хваттер хуçисем хăйсем тỹлемелли 240 пин тенкĕ укçана тỹлесе татман. Çакă кăçал юсав ĕçĕсене пурнăçлама чăрмантарать. Кунсăр пуçне Иванов урамĕнчи юхăннă çуртра пурăнакансене çĕнĕ çуртри хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал та юсав ĕçĕсене малалла тăсасшăн. Республикăри хăш-пĕр районсенче канализацие темиçе çул тăваççĕ пулсан, виçĕм çул кĕске вăхăтра район центрĕнчи канализацие ĕçе янă. Çавăн пекех район центрĕнчи урамсене тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Тумалли малалла та пайтах. Ун валли укçа-тенкĕ кирлĕ. 30 çул хушшинче туманнине 30 кунра туса пĕтерме çуках. Пĕрлехи тематика йышăнăвĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăри право хутшăнăвĕсене йĕркелессипе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатрĕç

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика