Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренме яраççĕ

14 апреля 2010 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр çынсене ĕçе вырнаçтарас, професси пĕлĕвĕ илме пулăшас тĕллевпе нумай тăрăшать. Хальхи вăхăтра вăл кăмăл тăвакансене электрогазосварщика вĕренме ярать. Вĕренĕве Шупашкарти "Нива" вĕрентỹпе курс комбинатĕнче йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне компьютер технологийĕсен центрĕнче ПВЭМ операторне, 1-С бухгалтери, суту-илỹ тăвассипе ĕçлекен менеджер специальноçĕсене вĕренме те яраççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр Шупашкара кайнă, килнĕ чухне çул çинче пулакан тăкаксене хăй шучĕпе саплаштарать. Уйăхсерен стипенди тỹлеççĕ. Професси пĕлĕвĕ илме кăмăл тăвакансен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра маларах пырса çырăнмалла. Тĕплĕнрех 2-51-67 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме те пулать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика