Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налуксене вăхăтра тỹле

14 апреля 2010 г.

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Шăмат кун Курнавăшри "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕн никĕсĕ çинче çур акине хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе районти семинар-канашлу пулса иртнĕ. Канашлура унта ỹкерсе илнĕ кадрсене кăтартрĕç. Ю.Цветков фермер ял хуçалăхĕнче паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ял хуçалăх техникипе çеç усă кураççĕ. Ун пекки хальлĕхе нихăш хуçалăхра та çук-ха. Район пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, çĕнĕ йышши, шанчăклă техникăпа усă курмасăр ял хуçалăхне пысăк хăвăртлăхпа аталантарма май çук. Районти ял хуçалăх производство предприятийĕсен ертỹçисен Ю.Цветков ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен тĕслĕх илмелле. Канашлура район бюджетне пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçлани çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова каласа пачĕ. Тупăшсем енĕпе çулталăк планне 1 кварталта 21,7 процент пурнăçланă. Галина Владимировна уйрăм çынсенчен пухăнакан тата çĕр налукĕсем бюджета мĕн чухлĕ пырса кĕни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 1 кварталта уйрăм çынсенчен пухăнакан налук 6521,0 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Çакă пĕлтĕрхи шайран 327,2 пин тенкĕлĕх сахалрах. Ку енĕпе 25 ял хуçалăх предприятийĕнчен 10-шĕнче парăм пачах çук. Парăм К.Маркс, Ленин ячĕллĕ, "Аранчеево", "Родник", "Звезда", "Паритет", "Арланово" хуçалăхсенче, "Елчĕкри РТП" ООО, Елчĕкри МРТП, "Елчĕк сырĕ" ООО, "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ОАО, "Яльчикская" ДПМК ПК, "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ООО предприятисен пур. "Прогресс" ЗАО, "Комбайн" ЯХПК пур налуксемпе вăхăтра татăлса пыраççĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çĕр налукне планпа çулталăкне 3472,7 пин тенкĕ пуçтармалла. 1 кварталта ăна 819 пин тенкĕ (23,6 процент) пуçтарнă. Канашлура район пуçлăхĕ Н.Миллин налуксене вăхăтра тỹлемен хуçалăхсемпе предприятисен ертỹçисене çивĕч критиклерĕ, 10 кун хушшинче налуксене тỹлесе татма хушса хăварчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пĕрремĕш кварталти итогĕсемпе унăн начальникĕ С.Краснов паллаштарчĕ. 3 уйăхра 1 авари пулнă, унта 1 çын аманнă. Аварисен, аманнисен шучĕ пĕлтĕрхи шайран чакнă. ГИБДД инспекторĕсем çул-йĕр çинчи право йĕркисене пăснă 606 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çав шутран 26 водитель руль умне ỹсĕр ларнă, 86-шĕ çул çинче çỹремелли хăвăртлăх йĕркине пăснă. Çул-йĕр çинчи инкексене профилактика тăвас тĕллевпе пĕлтĕр вырăнти бюджет укçа-тенкипе видеосăнав камерисем илсе вырнаçтарнă. Çакăн усси пур. Канашлура производствăра, йăла-йĕркере пулакан каяшсене вырнаçтарас, тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусене хускатнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика