Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх милицин хỹтлĕхне туйтăр

10 апреля 2010 г.

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем кăçалхи 1-мĕш кварталти ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕç. Вăл ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ çурчĕн акт залĕнче иртрĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, шалти ĕçсен министерствин ка-дрсемпе ĕçлекен начальникĕ С.Белоусов, район пуçлăхĕ Н.Миллин, район прокурорĕ Н.Муллин, Елчĕк район сучĕн судйи А.Викторов хутшăнчĕç. Канашлăва хутшăннисем чи малтанах шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн В.Волковăн докладне итлерĕç. Кăçалхи 3 уйăхра район территорийĕнче 39 преступлени регистрациленĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрта _ 71). Преступленисене уçса парасси 94,1 процентпа танлашнă. Районти шалти ĕçсен пайĕ 2010 çулхи 3 уйăхра преступлени тăвассине хирĕç кĕрешсе сахал мар ĕç пурнăçланă. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен çулне пỹлес, халăха киревсĕрлĕхрен хỹтĕлес, тунă преступленисене вăхăтра уçса парас, асăрхаттарупа профилактика ĕçне вăйлатас, обществăлла вырăнсенче преступлени тăвассине палăрмаллах чакарас ĕçсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисен çулне пỹлес тĕллевпе ятарлă оперативлă шырав ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Ют пурлăха вăрлассине чакарас ĕçре ятарлă видеосăнавсем вырнаçтарни пысăк пулăшу кỹрет. Ĕç коллективĕсемпе, ял халăхĕпе тачă çыхăну тытас, обществăлла йĕркене пăсассине вăхăтра асăрхаттарас тесе шалти ĕçсен пайĕ пĕрлехи профилактика кунĕсем йĕркелет. Çакăн усси пуррине палăртма кăмăллă. Асăннă тапхăрта йывăр тата обществăлла вырăнта тунă преступленисен шучĕ палăрмаллах чакнă. Чакнисен шутĕнче çавăн пекех ĕçсĕррисем, ушкăнпа тунă, теприн сывлăхне ятарласа сиен кỹнипе, çаратассипе çыхăннă преступленисем. Криминаллă милици енĕпе çыхăннă преступленисем _ 8, милицин обществăлла хăрушсăрлăх енĕпе çыхăннисем 1 тĕслĕх чакнă. Ỹсĕрле тата маларах преступлени çулĕ çине тăнисем тунă, мăшкăлассипе çыхăннă преступленисем вара пĕрер тĕслĕх ỹснĕ. Иртнĕ çулхи тата кăçалхи 3 уйăхра çул çитменнисем тунă преступленисене 1 тĕслĕх те регистрацилеменни савăнтарать. Çапах та çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕсен çул çитмен 5 çамрăка профилактика учетне тăратма тивнĕ (пурĕ 19 çамрăк тăрать учетра). Шалти ĕçсен пайĕнче çавăн пекех ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан 20 ашшĕ-амăшĕ учетра тăрать. Район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче кварталта 1 авари пулнă, инкек вăхăтĕнче 1 çын аманнă. Асăннă тапхăрта ГИБДД ĕçченĕсем йĕркене пăснă 606 водителе административлă майпа явап тыттарнă, 147600 тенкĕлĕх штрафланă. Пухăннисен умĕнче шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕсем _ криминаллă милици службин начальникĕ А.Петров, милицин обществăлла хăрушсăрлăх службин начальникĕ В.Викторов, следстви ушкăнĕн ертỹçи И.Бобров, начальникăн кадрсем енĕпе ĕçлекен пулăшуçи И.Жирнова тухса калаçрĕç, хăйсен службисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май министр çумĕ С.Белоусов районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕ-хĕлĕн ырă енĕсене па-лăртса хăварчĕ. Çапах та тунă ĕçсемпе лăпланса лармалла маррине каларĕ вăл. Криминаллă лару-тăрăва çирĕп алăра тытас тесен халăхпа тата та тачăрах çыхăнса ĕçлемеллине, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулмаллине, чи малтан саккунсене хăйсен пăхăнмаллине асăнчĕ. "Юлашки вăхăтра республикăра пакунлă çынсемех йĕркене сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсене тупса палăртни пире чыс кỹмест", _ терĕ вăл çирĕппĕн. Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн милиципе çыхăннă Указне пурнăçласа иртекен реформа çинче те чарăнса тăчĕ: _ Милици ретне шанчăклă, тỹрĕ тата çирĕп кăмăллă ка-дрсемпе пуянлатасси _ реформăн тĕп тĕллевĕ. Йĕрке тума шăпах çакăн евĕр сотрудниксем кирлĕ пире. Çывăх вăхăтра милици йышĕ 20 процент таран чакĕ. Малашне милици ретне ятарлă пĕлỹллĕ çынсене анчах илĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика