Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеранпа тĕл пултăмăр

03 апреля 2010 г.

Эпир Аслă Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ пухатпăр. Т.Ласточкина тата А.Хушкина вĕрентекенсемпе, Т.Шакова социаллă ĕçченпе пĕрле эпир ялти сумлă ватă патĕнче _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Е.Немцев килĕнче пултăмăр. Евстафий Евстафьевич тата унăн мăшăрĕ _ ĕмĕрне ачасене пĕлỹ парас ĕçе халалланă Лидия Григорьевна пире ăшшăн кĕтсе илчĕç, чейпе сăйларĕç. Ветеран вăрçăн хаяр çулĕсем пирки чуна çỹçентермелле витĕмлĕ, хумханса каласа пачĕ. Эпир ăна пĕр сăмах сиктерми итлерĕмĕр. 1920 çулта çуралнă Аслă Елчĕк каччи 1940 çулта çар ретне тăнă. Салтакра самолетсем юсама шаннă чăваш каччине. Вăрçă пуçлансанах çапăçăва кĕнĕ. Е.Немцев Харьков, Дон çинчи Ростов, Севастополь, Сталинград хулисене нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕленĕ. 1946 çулта тăван яла таврăннă. Вăрçă ветеранĕн сахал мар орден-медаль. Унăн наградисемпе паллашнă май вĕсене тытса пăхмасăр тỹсеймерĕмĕр. Ăш пиллĕ ватăсене эпир те вăрçă темипе çыхăннă сăвăсем каласа патăмăр

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика