Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсен çулĕпе пыракан учитель

31 марта 2010 г.

Мартăн 26-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Вĕрентекен çулталăкне халалласа педагогсен «Пĕтĕм кăмăлтан» фестивалĕ иртрĕ. Фестивальте районти «Çулталăк учителĕ-2010» конкурс çĕнтерÿçине – Питĕркасси вăтам шкулĕн педагогне Альбина Владимировна Фадеевана педагогика ĕçĕнче пултарулăх кăтартнăшăн, ăслă-тăнлă çамрăксем вĕрентсе ÿстерессишĕн ырми-канми вăй хунăшăн Диплом тата 10 пин укçан преми парса савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.

А.В.Фадеева Питĕркасси вăтам шкулĕнче историпе обществознани тата тăван ен культури предмечĕсене 2003 çултанпа вĕрентме пуçланă. Унччен вăл асăннă шкултах вожатăй пулса чылай çул ĕçленĕ. Апла пулин те çамрăк педагог çирĕп пĕлÿ никĕсне хывакан пултаруллă, хастар учительсен йышне хăвăрт кĕме пултарнă. Мĕншĕн тесен тĕрлĕ енлĕ талантлă педагог вăл, хăй ĕçне юратса пурнăçлать. Альбина Владимировна ял ачисене хуларисемпе тан тĕрлĕ енлĕ аталантарма хăйĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр ĕçлет. Шкулта хăй вĕрентекен предметсемпе нумай-нумай мероприяти, конкурс ирттерет. Вĕренекенсене кăсăклантарма çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем шыраса тупать, çĕнĕ тема ачасен асĕнче юлтăр тесе тăрăшать. Урока хатĕрленнĕ чухне ĕçтешсен пуян опычĕпе, çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курать. Çавăнпа ачасем ун предмечĕсене юратса вĕренеççĕ, çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ.

А.В.Фадееван ырă ĕçĕсем çинчен нумай калама пулать. 2009 çулта педагог 9-11 класри ачасене вĕрентекен класс ертÿçисем хушшинче район шайĕнчи «Самый классный классный» конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пултаруллă педагог пĕлтĕр ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ йĕркеленĕ республикăри вĕренÿ заведенийĕсенчи преподавательсем хушшинче «Выборы – это важно» конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă – Тав хучĕпе 5 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕсем те районта тата республикăра иртекен предметлă олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ. Акă, 9 класри Е.Артемьева кăçал республикăри право, обществознани предмечĕсемпе, К.Фадеева тăван ен культури енĕпе иртнĕ олимпиадăсенче лайăххисен йышĕнче пулнă. Иртнĕ çул тата кăçал та вăл вĕрентекен ачасем республикăри патшалăх символикисене пĕлессипе конкурсра малтисен йышĕнче палăрнă.

Çакна та палăртмалла. кашни çул Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.В.Малов районти лайăх вĕренекенсемпе пултаруллă педагогсене ятран стипенди парса хавхалантарать. Унăн уйăхсерен 1000 тенкĕпе танлашакан премине кăçал А.В.Фадеева та илсе тăрать.

– Маншăн кашни урок е класс тулашĕнчи мероприяти – уяв. Эпĕ хам вĕрентнĕ ачасен çитĕнĕвĕсемшĕн, вĕсен тавра курăмĕ анлăланса пынишĕн савăнатăп. Çак хавхалану ĕçре ÿсĕмсем туса пыма пулăшать. «Çулталăк учителĕ-2010» конкурсра çĕнтерни мана малашне татах та тăрăшарах ĕçлеме хистĕ. Çавăн пекех Вĕрентекен çулталăкĕнче учитель ĕçне тивĕçлипе хакланăшăн хĕпĕртетĕп, – терĕ кăмăлтан конкурс çĕнтерÿçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика