Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсем малаллах талпăнаççĕ

27 марта 2010 г.

Мартăн 25-мĕшĕнче культура ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç.

Чутай çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, чăваш культурине аталантарас тесе тăрăшакансем сахал мар, вĕсен шутĕнче республикипех паллă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕ Вячеслав Николаевич Оринов (Серенкасси ялĕ) та, тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Венера Петровна Большова (Пĕчĕк Этмен) та, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Юлия Александровна Дмитриева (Тури Çĕрпÿкасси) та, Туктамăш ялĕнче çуралнă, пирĕнпе юнашар ĕçлесе пурăнакан, 2008 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ Василий Ефимович Романов та пур.

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви районсенчи культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Рейтинг хатĕрленĕ чухне çак кăтартусене те шута илнĕ: халăх тата клубсен шучĕ, ĕçлесе тупăша ÿстерни. Министерство 2009 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май, рейтингăн лидерĕ – эффект паракан кăтартусемлĕ район – пире кÿршĕллĕ Элĕк районĕ. Калас пулать, 2008 çулта элĕксем ку енĕпе виççĕмĕшсем пулнă.

Пирĕн тăван район вара улттăмĕш вырăнта, пĕлтĕр те улттăмĕшсем пулнă.

Паянхи кун районта культурăна аталантарас тесе 150-ăн тăрăшаççĕ. Мартăн 25-мĕшĕнче нумай çул хушши ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн Р.М.Лизакован Хисеп грамотине Атнарти Культура çуртĕнчи хорăн солистки Людмила Николаевна Мадебейкина, Тури Çĕрпÿкассинчи библиотекăн заведующийĕ Галина Александровна Кудряшова, Питĕркассинчи Культура çурчĕн методисчĕ Маргарита Ильинична Огонькова тивĕçрĕç, район пуçлăхĕн А.И.Криковăн Хисеп грамотине Атнарти Культура çурчĕн худрукĕ Ольга Александровна Сергеева, Кив Атикассинчи модельлĕ библиотекăн заведующийĕ Ираида Геннадьевна Аксакова, Ишеккассинчи модельлĕ библиотекăн заведующийĕ Лилия Георгиевна Миронова илчĕç. Çавăн пекех чылайăшĕ райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕн Хисеп грамотипе Тав çырăвне те илме тивĕç пулчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика