Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Фадеева – конкурс çĕнтерÿçи

27 марта 2010 г.

Çак эрнере районта "Çулталăк учителĕ - 2010" конкурс иртрĕ. Конкурса пурĕ 10 учитель хутшăннине асăнмалла. Унта районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи чи пултаруллă, талантлă педагогсем хутшăнса пысăк шайра уçă уроксем панă, мастер-классем йĕркеленĕ, инноваци проекчĕсене кăтартнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, чи нумай балл пухса Питĕркасси шкулĕн историпе право предмечĕсен вĕрентекенĕ Альбина Фадеева çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Хусанушкăнь шкулĕнче ачасене географипе ăс паракан Альбина Макарова учитель тивĕçнĕ, виççĕмĕш вырăна – Атнар шкулĕнчи акăлчан чĕлхипе вĕрентекен Нина Зайцева тата Çĕн Атикасси шкулĕнчи чăваш чĕлхин учителĕ Анатолий Петров. Çак учительсем конкурс дипломанчĕсем пулса тăнă: "Ачасене чĕрене паратăп" номинацире Е.Шорникова педагог (Атнар) палăрнă, "Учитель-хавхалантаруçă" – Л.Мадебейкина (Атнар), "Учитель-тĕпчевçĕ" – Л.Ермолаева (Хĕрлĕ Чутай), "Учитель-практик" – О.Михеева (Мăн Этмен), "Учитель-эрудит" – Г.Бровкина (Шулю), "Учитель-теоретик" – А.Борисов (Атнар).

Ĕнер, культурăпа кану центрĕнче, "Çулталăк учителĕ-2010" конкурсăн çĕнтерÿçине 10 пин тенкĕ парса чысланă. Конкурса хутшăннă ытти вĕрентекенсем те дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ. (Тĕплĕнрех çитес номерте).

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика