Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Акконд” фабрикăра пултăмăр

02 февраля 2010 г.

Тигр çулĕ малалла утăмлать. Унăн кашни кунĕ хаклă, мĕн те пулин çĕнни туса ĕлкĕрмелле. Шкулти пурнăç шăпах çапла. Шырав, тĕпчев, пĕлÿ – ачасемпе учительсен тĕп тĕллевĕсем. Хастартараххисем вĕсенче пысăк çитĕнÿ тăваççĕ.
Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул коллективĕ пĕрремĕш çур çула лайăх кăтартусемпе вĕçлеме тăрăшрĕ. Вун виçĕ вĕренекенĕн дневникĕнче “5” паллăсем кăна хуçаланаççĕ, 47-шĕн – “4” тата “5” паллăсем. Районти олимпиадăсене хутшăннисен кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен аванрах. Акă, 4-мĕшсем интеллектуаллă вăйăра çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Вячеслав Максимов чăваш чĕлхипе мала тухнă, Яков Данилов – чăваш литературипе. Дмитрий Степановăн математикăпа районта иккĕмĕш кăтарту пулнă. Пĕчĕккисем кăна мар, аслисем те маттур пирĕн. Пĕрремĕш вырăна А.Ефимов ОБЖпа, О.Кириллова чăваш чĕлхипе тата литературипе, А.Кузьмин технологипе, иккĕмĕшне – Н.Иванов физкультурăпа, А.Максимова математикăпа, виççĕмĕш вырăна вара Е.Петрова физкультурăпа, А.Маркеловапа Н.Константинова чăваш чĕлхипе тата литературипе тухнă.
Шкул дирекцийĕ кăçал вĕренÿре тата олимпиадăсенче палăрнисене Шупашкара экскурсие илсе кайма май тупрĕ. Кĕçĕннисем Президент елкинче пулчĕç. Аслăраххисем “Акконд” фабрикăн ĕçĕсемпе паллашрĕç. Кунти коллектива хамăр ентеш Валерий Николаевич Иванов ертсе пырать чылайранпа. Вăл чăннипех хальхи саманари ертÿçĕ пулнине, хăйĕн тивĕçĕсене çÿллĕ шайра туса пынине курса ĕненчĕç ачасем. Цехсенче таса, тирпейлĕ, конфета, печение, пĕремĕке, вафлие, шоколада мĕнле хатĕрленине питĕ тĕлĕнсе сăнарĕç Пуянкасси çамрăкĕсем. Хамăр шкултан вĕренсе тухнă, халĕ фабрикăра тăрăшакан С.Сядоровапа тĕл пулса калаçрĕç. Шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухсан, фабрикăра ĕçлекен пулас тесен, экономикăпа техника колледжĕнче ятарлă пĕлÿ илме сĕнчĕç кунти производство ертÿçипе кадрсен инспекторĕ. “Акконд” фабрикăна кĕрсе курнăшăн ачасем питĕ хĕпĕртерĕç. Экскурсире пулнисене кашнине пылак çимĕçсемпе сăйласа ăсатрĕç фабрикăра вăй хуракансем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика