Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нанотехнологи – мĕн вăл

12 февраля 2010 г.

Эпир Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырупа хавхалансах паллашрăмăр. “Республикăн пĕтĕм территорийĕнче малашри аталанăвĕн пуласлăхне палăртакан, улттăмĕш технологи йĕрки шутне кĕрекен био–, нанотехнологисен, медицинăн çĕнĕ тата гуманитари технологийĕсен пысăк технологиллĕ пайĕсене туса хумалла”, – тенĕ. Наукăпа техникăн тĕлĕнмелле пысăк çитĕнĕвĕ – нанотехнологи – пире пурне те питĕ кăсăклантарчĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпир ун пĕлтерĕшне пĕтĕмпех пĕлсе те çитерейместпĕр-ха. Çапах та нанотехнологи пирки сăмах пуçарсан, фантастика куç умĕнчех пурнăçа кĕрсе пырать тесен те йăнăш пулмĕ. Çынсем атома мирлĕ, усăллă хăватсене куçарса вĕсенчен куçа курăнман, пĕчĕк механизмсемпе хатĕрсем тума хăнăхни – тĕлĕнмелле пулăм. Нанотехнологие пула физика, хими, биологи тата ытти ăслăлăх наукисем вăйлă аталанмалла. Малашне хĕвел энергийĕпе усă курса тухăçлăрах ĕçлеме пуçламалла, медицинăра та çĕнĕлĕхсем нумай пулмалла. Хими, электротехникăпа приборсем тăвасси, металл тирпейлесси тата машинăсем тăвасси вăйлă аталанасса шанма пулать. Ку пĕтĕмпех пирĕн пуласлăх ĕнтĕ. Пирĕн, шкул ачисен, çавна май тата тарăнрах пĕлÿ илес тесе тăрăшмалла тесе шутлатăп эпĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика