Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене – Президент стипендийĕ

12 февраля 2010 г.

Пултаруллисене – Президент стипендийĕ

ЧР Президенчĕ чи хастар тата пултаруллă çамрăксене хавхалантарма ятарлă стипенди çирĕплетнĕ. 2003 çултанпа районти 48 каччăпа хĕр çак чыса тивĕçнĕ.
Чăваш Ен Президенчĕ пĕлтĕрхи раштавăн 29-мĕшĕнче республикăри çамрăксен представителĕсене пултарулăхри ăнтăлушăн уйăхсерен 1830-шар тенкĕ стипенди парасси çинчен хушу кăларнă.
Чăваш Республикин талантлă тата социаллă пурнăçра хастар çамрăксене патшалăх енчен пулăшу пама стипенди уйăрнисен пысăк ушкăнĕнче Тăвай районĕнчен çаксене кĕртнĕ:
Наталия Владимировна Александрована, Сăхăтпуçĕнчи тĕслĕх библиотекин заведующине;
Наталия Сергеевна Алексеевана, ача-пăча аталанăвĕн центрĕн воспитанницине, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекене;
Сергей Владимирович Баталова, Хумышев хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторне;
Арина Александровна Васильевана, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта вĕренекене;
Алексей Виталиевич Владимирова, “Красная Чувашия” ЯХПК механизаторне;
Ольга Николаевна Егорована, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекене;
Олеся Сергеевна Кириллована, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекене;
Любовь Анатольевна Майраслована, ача-пăча аталану центрĕнчи “Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем” пĕрлешĕвĕн членне, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекене;
Александр Михайлович Майраслова, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта вĕренекене;
Арина Павловна Максимована, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекене;
Анатолий Эдуардович Михайлова, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекене;
Ирина Вячеславовна Филиппована, Тушкил ял поселенийĕнчи çамрăксен Совечĕн председательне;
Нарăсăн 5-мĕшĕнче район пуçлăхĕ Н.И. Иванов 2010 çулхи стипендиатсене свидетельствăсем панă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика