Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарать

09 февраля 2010 г.

Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвне сÿтсе явса умри тĕллевсене палăртнă. “Çырура халăха компьютерпа ĕçлеме пĕр çын юлмиччен хăнăхтармалла”, – тенине аслăрах классенче вĕренекенсем те ырласа йышăннă. Шкулта информатика предметне М.С.Майраслов вĕрентет. Кружок та йĕркеленĕ. Ачасем пĕрре кăна мар олимпиадăсенче мала тухнă.
11 класри Артем Степанов кÿршĕри пенсионерсене компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарать. Акă, А.А.Трубина Интернет çыхăнăвĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ. Ун тăрăх вăл Самара облаçĕнче пурăнакан тăванĕсене шыраса тупнă. Халĕ вăл тăтăшах Артем патне çÿрет. Салехардри хĕрĕпе çыхăнать, хăй те компьютера алла илсе пырать. Президент Çырура асăннă ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине ырлать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика