Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕнче

10 марта 2010 г.

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕнче

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ вăхăтĕнче ялсенче те, район центрĕнче те тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ, вĕсем çамрăксене гражданла тата патриотла воспитани парассипе, çĕршывăн культура еткерлĕхĕпе çывăхарах паллаштарассипе те çыхăннă. Акă Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа Тăвайри культурăпа кану центрĕнче вăрçă çулĕсенчи юрăсене юрлассипе конкурс пулчĕ. Унта 7 вĕрентÿ учрежденийĕнчен 9 коллектив хутшăнчĕ, çав шутра Тăвайри вăтам шкулти кадет класĕ те (11 кл.).
Кашни юррăн хăйĕн шăпи, хăйĕн кун-çулĕ. Юрăсем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем çуралаççĕ те хăвăрт манăçа тухаççĕ, теприсем вăрăм ĕмĕрлĕ, кивелмеççĕ. Акă “Катюша”, “В землянке”, “У деревни Крюково”, “Темная ночь”, “Огонек”, “Мир кăвакарчăнĕ” тата ыттисенех илер. Вĕсене вуншар çул ĕнтĕ халăхра юрлаççĕ, ку юрăсем кивелме те шутламаççĕ, чăннипех халăхăн юратнă юррисем пулса тăнă. Вĕсем çĕршывăмăр, халăхăмăр историйĕпе тачă çыхăннă.
Кашни коллективăн хăйĕн сасси пур темелле, Тăрмăш шкулĕнчен килнисем, ав, 3 сасăпа юрлаççĕ. Темăна эльпуçсем те лайăх, витĕмлĕ уçса пачĕç. Ăна çĕнĕлле, хăйне евĕр уçса панăшăн чи пысăк балсене тушкилсем тивĕçрĕç. Тăвайри вăтам шкулăн сцена культурин ăсталăхне те пысăк хак панă.
Жюри 1-мĕш вырăна Тăрмăш, 2-мĕшне Эльпуç, 3-мĕшне Тушкил шкулĕсен коллективĕсене пама йышăнчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика