Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул – пĕлÿ паракан çăл куç

19 февраля 2010 г.

Шкул вăл – пĕлÿ паракан çăл куç. Мĕн ачаран эпир çав çăл куç патне туртăнатпăр, унăн шывне астивсе пăхма талпăнатпăр. Кашни çын шăпи тăван шкулпа çыхăннă. Унăн историйĕ çак шкултан вĕренсе тухакан кашни çыннах кăсăклантарать пулĕ. Манăн калас сăмахăм хамăн Тĕмер шкулĕ пирки пулĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче унăн 125 çулхи юбилейĕ.
1885 çулта Кĕрше прихутне кĕрекен Тĕмер ялĕнче земство шкулĕ уçăлнă. Вăл Дмитрий Торопов хресчен çуртĕнче вырнаçнă, ачасене вĕрентекенĕ кил хуçин арăмĕ А.Торопова пулнă. Антонина Осиповна хăй пĕчченех 26 çул хушши ачасене хутла вĕрентнĕ. 1911 çулта Борис Захаров хăй çуртне шкул валли панă. Учительсен хисепĕ те ÿснĕ, А.Торопова шкул заведующийĕнче ĕçленĕ. Унăн педагогикăри стажĕ 45 çулпа танлашнă.
1917-1919 çулсенче шкул заведующийĕнче Анастасия Гавриловна Иванова "Амалăх" тăрăшнă. 1921 çулта земство шкулĕнчен совет шкулĕ туса хураççĕ. Çак çулсенче унта Юлия Дмитриевна Соколова, Фаина Петровна Кузьмина вĕрентекенсем ĕçленĕ. Фаина Петровна вĕрентÿпе воспитани ĕçне 42 çул панă, Ленин орденне тивĕçнĕ.
1924-1925 çулсенче ултă çул вĕренмелли шкул туса хунă. 5–6 классенче пĕлÿ пухма кÿршĕ ялтан та çÿренĕ. 1924–1928 çулсенче шкула Е.Ф.Герасимов ертсе пынă. Шкулăн çĕр лаптăкĕ тата мастерскойсем пулнă. 1937 çултанпа вăл – вăтам шкул. Шкула 1938-1940 çулсенче П.С.Грачев, 1940–1941 çулсенче М.М.Белкин ертÿçĕре тăрăшнă. 1943 çулта тулли мар вăтам шкул туса хунă, директорта К.М.Матвеев ĕçленĕ.
Фашистсем тискеррĕн пирĕн çĕр-шыв çине тапăнсан вĕрентекенсемпе аслă классенче вĕренекенсем хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. 54 вĕрентекентен 26-шĕ, вĕренекенсенчен 14-шĕ вăрçăра пуçĕсене хунă. Кунта вĕреннĕ Н.Афанасьев тăшман амбразурине хăйĕн ÿчĕпе хупланă. Вилнĕ хыççăн паттăр салтака “Хĕрлĕ Çăлтăр” орденĕпе наградăланă.
1952 çулччен директорта С.С.Зверева ĕçленĕ. Вăл çак шкулта 23 çул çамрăк ăрăва ăс панă, орденсем илме тивĕç пулнă. 1952-1962 çулсенче коллектива вăрçă участникĕ “Хĕрлĕ Çăлтăр” орден кавалерĕ И.Н.Николаев ертсе пынă. Унтан çак йывăр лава Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă П.О.Мюресов, П.А.Иванов туртса пынă. Халĕ вара çак ответлă ĕçре А.А.Николаева тăрăшать.
Тĕмер шкулĕнче вĕреннĕ çынсенчен чылайăшĕ аслă пĕлÿ илсе ăслăлăх докторĕсем, кандидачĕсем пулса тăчĕç. Эпир вĕсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр.
1985 çулта вĕренÿ çулĕ çĕнĕ виçĕ хутлă çуртра пуçланнă. Хăтлă спортзал, акт залĕ, столовăй, класĕсем çутă та пысăк. Хальхи вăхăтра шкула çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Компьютер класĕ, пуян библиотека пур, вĕренме условисем лайăх. Автобус кашни кунах Кармалпа Вăтаяль ачисене шкула тата садике илсе килет.
Тĕмер шкулĕнче творчествăлла ĕçлекен пуян опытлă вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне ачасене туллин пама тăрăшаççĕ. Вĕренекенсем олимпиадăсенче, конкурссенче çĕнтерсе шкул, район чысне хÿтĕлеççĕ. Е.М.Степанова, Р.А.Иванова педагогсем Чăваш Республикин Президенчĕн грантне çĕнсе илчĕç. Юлашки çулсенче вĕренсе тухнă çамрăксем тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ. Вĕсем – ăста предпринимательсем, врачсем, инженерсем, çар çыннисем, ял хуçалăх, искусство ĕçченĕсем...
Паян, çĕнĕ технологисем вăя кĕрсе пынă тапхăрта, самана вĕренÿ ĕçĕ çине те çĕнĕлле пăхма ыйтать. Çакна шута илсе йĕркелетпĕр эпир хамăрăн ĕç программисене, ачасене пурнăç таппинчен юлмасăр пыма вĕрентетпĕр. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвне сÿтсе яврăмăр. Унти çĕнĕлĕхсене ачасем патне çитерсе пурнăçа кĕртессипе вăй хуратпăр.
Шкул яланах ачасен хаваслă шавĕпе тулса тăтăрччĕ. Вĕрентекенсен иксĕлми хăвачĕ нихăçан та ан сÿнтĕрччĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика