Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сачĕ – пуçламăшĕсен пуçламăшĕ

17 марта 2010 г.

Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен районти педагогсем Шупашкарта Трактор тăвакансен Культура керменĕнче "Ача сачĕ – пуçламăшĕсен пуçламăшĕ. Чун кĕввисем" телехăна пÿлĕмне хутшăннă. Ăна Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсен опытне тата творчествăлла пуянлăхне халăх умĕнче тивĕçлĕн кăтартас тĕллевпе йĕркеленĕ. Мероприятие пепкесен чунĕсене ырăлăх, ăс-хакăл хывакансене халалланă.

Асăннă мероприятире райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Т.И.Улянды парнепе чечек çыххине тивĕçнĕ. Калас пулать, Татьяна Ивановна шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас сферăра пурĕ 29 çул тимлет, вĕсенчен 21 çулне методистра вăй хурать.

Çавăн пекех телехăна пÿлĕмне "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕсем Ю.Матвеева, М.Вазина, А.Сарина, Л.Падюкова тата "Пилеш" ача садĕнчи педагогсем И.Абакумова, Н.Гусельщикова, С.Николаева, ача сачĕн заведующийĕ Е.Аргандейкина, Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн воспитателĕ З.Мидейкина хутшăннине палăртмалла.

"Хĕвел" ача сачĕн заведующийĕ А.Васильева учрежденин ĕçĕ-хĕлĕ пирки электронлă презентаци хатĕрленĕ, ăна экран çинче кăтартнă.

Мероприятие пухăннисене чăваш эстрада çăлтăрĕсем тата Шупашкарти ача сачĕсен воспитанникĕсем концертпа савăнтарнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика