Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ята тивĕçнĕ

17 марта 2010 г.

Ăнсăртран алла "Пирĕн пурнăç" хаçатăн 1995 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнчи номерĕ лекрĕ. Вăрман ĕçченĕсене халалланă страницăра лесничисем пирки ырăпа çырнă. "Ырă тĕслĕх" статьян авторĕ В.Егоров, акă, "Присурски" лесничествăра хăйсен пултарулăхĕпе ырă ята тивĕç пулнисем йышлă" тесе çырнă. Пултаруллисен йышĕнче вăл вăхăтра лесничи пулăшуçинче тăрăшнă Леонид Краснова та асăннă. Çавăн пекех кунта Леонид Алексеевич Красновăн сăн ÿкерчĕкне предприятири Хисеп хăми çине кĕртнине те асăннă.

Л.Краснов Питĕркассинче çуралнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вăрман техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Вĕренсе тухсан çамрăк яш шăпах çÿлте асăннă Присурски лесничествинче тĕрлĕ должноçсенче вăй хума тытăннă. Ĕçе яваплă пурнăçланăран ăна "Патшалăхăн вăрман сыхлавĕнче 10 çул тата 20 çул ĕçленĕшĕн" паллăсемпе (1985ç, 1997ç) тата "Раççейри вăрман пуянлăхне пуянлатассишĕн тата упрассишĕн" паллăпа та наградăланă.

Кăçал вара Леонид Алексеевич Краснов хăйĕн пархатарлă ĕçĕшĕн чи пысăк наградăна тивĕçрĕ тесе шутлатăп. Ăна вăрман хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çÿл тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ" хисеплĕ ят панă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров района ĕçлĕ визитпа килсен А.Краснова çак ята тивĕçнипе чысланă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика