Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат призĕсемшĕн тупăшрĕç

20 марта 2010 г.

Нумаях пулмасть Урмаелĕнче «Чăвашрегионгаз» ООО генеральнăй директорĕн, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн К.С.Мифтахутдиновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн хоккей турнирĕ йĕркелерĕç. Ăмăрту кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. Унта Канаш, Елчĕк районĕсенчи, Урмаел тата Комсомольски ялĕсенчи 4 команда хутшăнса вăйĕсене виçрĕç.

Турнир вĕçĕ яланах интереслĕ. Хĕрÿ тупăшура Елчĕк районĕн хоккеисчĕсем чи маттуррисем пулчĕç, вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Комсомольски спортсменĕсем 3:2 шутпа елчĕксене выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Канаш район хоккеисчĕсем çĕнсе илчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика