Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăха тирпей-илем кÿрес ĕçе çутатса парассипе – пĕрремĕшсем

13 марта 2010 г.

Мартăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфратытăм аталанăвĕн министерстви хуласемпе районсем хушшинче «Тавралăха тирпей-илем кÿресси» ятпа иртнĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Тĕпрен илсен, конкурса хутшăнакансен тĕллевĕ ку е вăл муниципаллă пĕрлешĕвĕн тавралăха тирпей-илем кÿрес ĕçĕн çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарасси, паха опыта сарасси, асăннă сферăн аталанăвĕ пирки халăха вăхăтра информаципе тивĕçтересси пулнă. Конкурс çĕнтерÿçисем: пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай районĕ тухнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене элĕксемпе йĕпреçсем пайланă. Ку тĕлĕшпе вара райадминистрацин информаци пайĕ ăшă сăмахсене тивĕç, вĕсем тăрăшнипе район сайчĕ çинче тавралăха тирпей-илем кÿресси мĕнле пулса пынине пĕлсе, сăнаса тăтăмăр.

Тирпей-илем кÿресси çине район ертÿçисем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2009 çул та паллă енпе палăрса юлчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче Хĕрлĕ Чутай район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 2009 çула Чечексен çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май районта пурăнакансенчен чылайăшĕ конкурса хутшăнчĕ. Район центрĕнчи хитрелĕхшĕн Шупашкарти «Зеленстрой» уçă акционерлă общество март уйăхĕнчех кирлĕ сĕнÿсем панă. Вĕсем хатĕрленĕ проектпа килĕшÿллĕн çуллахи вăхăтра ландшафтлă композици вырăнлă пулчĕ. Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерÿ лапамĕнчи палăк умĕнче, фонтан тавра, нумай хутлă çуртсем умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешерчĕç. Чечексен çулталăкĕнче шкулсем те аякра юлмарĕç, хаклав комиссийĕн членĕсен шучĕпе Штанаш, Питĕркасси, Шулю, Тури Çĕрпÿкасси шкулĕсен учителĕсемпе вĕренекенĕсем тавралăх илемĕшĕн сахал мар тăрăшнине палăртнă.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вара пуринчен нумай чечек ешерсе хăйсен илемĕпе иртен-çÿрене илĕртнĕ. Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен чиккинче архитектор шухăшне пурнăçа кĕртсе чулсенчен чăваш тĕрри евĕр ăсталанă эрешсенче çу каçипех петуни, бархатцы, цинарери ятлă чечексем ешерчĕç. Уйрăм хуçалăхсем кашни хăйĕн кил таврашĕнче хăтлăхпа илемлĕх валли вырăн тупни савăнтарать. Акă, конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, пĕрремĕш вырăна Штанаш ял тăрăхĕнчи Упукушкăнь ялĕнче пурăнакан Осиповсен çемйи йышăнчĕ. Пахчара фонтанпа пĕрле ачасене вылямалли вырăн уйăрнă, чечексен клумбисене ку тăрăхра пачах курман ÿсен-тăрансемпе пуянлатнă, ларса канма беседкăсем ăсталанă. Пултаруллă çемьесен шутне Хĕрлĕ Чутайри Антоновсен, Туктамăшри Майоровсен тата Анат Чутай ялĕнчи Почейкинсемпе Кораковсен çемйисене кĕртнĕ. Райпо тытăмĕнчи магазинсенче тăрăшакансем таврари тирпейлĕхшĕн тăрăшнине асăнса хăварнă. Атнар, Питĕркасси, Пантьăк ял тăрăхĕсем масарсенчи тирпейлĕхшĕн сахал мар вăй хураççĕ. Ял çыннисемпе пĕрле хăрăк йывăçсене касса тирпейлеççĕ, вил тăприсене типĕ курăкран тасатаççĕ. Пĕвесене тасатасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал чутайсем тавралăха тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе татах та активлăрах ĕçлĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика