Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕпе Кубока тата пилĕк Диплома тивĕçрĕмĕр

10 марта 2010 г.

Нумаях пулмасть Шупашкарти Регионсен хушшинчи суту-илÿ центрĕнче 2009 çулхи "Чи лайăх предприниматель" тата "Хăвăн ĕçе йĕркеле" конкурссен çĕнтерÿçисене чысланă. Республика пĕлтерĕшлĕ мероприятисене çулсерен йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Конкурссем талантлă çынсене палăртма, хавхалантарма май параççĕ, ыттисене хăйсен пуян опычĕпе паллаштараççĕ.

"Чăваш Енĕн 2009 çулхи чи лайăх предпринимателĕ" конкурса хутшăнма 250 çын кăмăл тунă. Комисси витĕр 50 çын тухса çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илессишĕн малалла кĕрешнĕ. Вĕсем – пĕчĕк тата вăтам бизнеса йĕркелесе-тытса пыракансем. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти представительсем те пур.

Тĕрлĕ номинацире акă камсем палăрнă: "Çулталăкри лайăх предприяти" номинацие райпо тытăмĕнчи "Янтарь" тулли мар яваплă общество (генеральнăй директорĕ – А.Ю.Степанов) çĕнсе илсе Кубок тата Диплом илме тивĕç пулнă. Палăртмалла, юлашки çулсенче предприяти "Çулталăкри лайăх предприяти" номинаципе 1-мĕш, 2-мĕш степеньлĕ Дипломсене сахал мар тивĕçрĕ. Хурăн шывĕшĕн предприятие 2008 çулта Раççей Федерацийĕн кĕмĕл медалĕпе наградăланă. Çавăн пекех конкурса хутшăнса райпо тытăмĕнчи "Четайское" тулли мар яваплă общество (ертÿçи – Ю. О. Яндайкин) "Çулталăкри лайăх предприяти" номинаципе Диплома тивĕçнĕ, "Çулталăкри лайăх ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларакан" номинацие – "Туканашри чăх-чĕп фабрики "Дар-Бройлер" ТЯО (ертÿçи – Н.И.Лисаев), "Сельхозэнерго" тулли мар яваплă общество (ертÿçи – Н.И.Бурин) тата "Свобода" колхоз (председателĕ – В.Ф.Бромбин).

Çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнисене пурне те саламлатпăр, малашне те ÿсĕмсем тата ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика