Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха шанаççĕ

03 марта 2010 г.

       "Клевер" сахал яваплă юлташлăхра учредительсен черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта 2009 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе хак панă, кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕллевсене çирĕплетнĕ. Сахал яваплă юлташлăхра иртнĕ çул ял хуçалăх культурисене 635 гектар çинче акса-лартса çитĕнтернĕ. Çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 500 гектар пулнă, тыр-пул тухăçлă çитĕннĕ, ăна кашни гектартан 41,1 центнер пухса кĕртнĕ. Çак ỹсĕм агротехника ыйтнине кирлĕ пек пăхăнса ĕçлесе пынипе пулнă. Çĕр пулăхне лайăхлатас шутпа минераллă удобренисемпе те кирлĕ таран усă курнă. Çакăн пирки А.Турхан тĕп агроном каласа кăтартнă. Çĕр улмие 110 гектар çинче çитĕнтернĕ. Малтанхи çулсенче ăна кашни гектартан 300 _ 350 центнер таран пухса кĕртнĕ пулсан, пĕлтĕр тухăç пĕчĕкрех тухнă. Апла пулин те сахал яваплă юлташлăхра пĕрре палăртнă, суйласа илнĕ ĕçе пăрахăçламаççĕ. Кăçал "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкне тата 10 гектар ỹстерме палăртнă. Çĕр улми тухăçлă культура пулнине шута илсе кунта çулсерен унăн лаптăкне ỹстерсе пыраççĕ, çĕнĕ сортсемпе анлăн усă кураççĕ. Чи пĕлтерĕшли _ ĕçе тухăçлă йĕркелеме пултарни. Сахал яваплă юлташлăхра темиçе çултанпах ĕнтĕ çĕр улми туса илессинчи мĕнпур ĕçе комплекслă йĕркелесе пыраççĕ. "Гримме" фирмăн комплексне туяннăранпа алă вăйĕпе пачах усă курмаççĕ, пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Техника паркĕ те çулсерен энергие перекетлекен çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникипе пуянланса пырать.

           Черетлĕ çур аки умĕн çăмăллăхлă кредитпа усă курса çунтармалли -сĕрмелли материалсем çителĕклĕ таран туяннă. Минераллă удобрение маларахах кỹрсе килнĕ. Вăл та акăнакан пĕтĕм лаптăкра усă курма çитмелле. Çĕр ĕç культурисене туса илессине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе яма пултарнине тĕпе хурса малашне сахал яваплă юлташлăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çинчен те шутлаççĕ. Сысна фермине йĕркелесе яма пăлăртаççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика