Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăххисем паллă

03 марта 2010 г.

Чи лайăххисем паллă

 Елчĕкри ачасен пултарулăх çуртĕнче чи лайăх класс руководителĕсене палăртас енĕпе районти "Чи класлă класснăй" конкурс иртрĕ. Йăлана кĕнĕ конкурса класс ертỹçисен ят-сумне çĕклес, вĕсен паха опытне сарас, ăсталăхне туптас тĕллевпе районта пиллĕкмĕш хут йĕркелеççĕ. Районти конкурса "Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксене воспитани парас системăна модернизацилесси" çумпрограммăна тата республикăри вĕрентĕве 2006 _ 2010 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программăна тĕпе хурса ирттереççĕ. Тупăшун пĕрремĕш тапхăрĕ шкулсенче пулнă. Унта класс ертỹçисем тăватă ушкăнра ăмăртнă. Шкулти тапхăрта пуçламăш, вăтам, аслă тата 25 çултан аслă мар (ку ушкăна хутшăнакан районта тупăнман) класс руководителĕсем баннер уçса электронлă резюме хатĕрленĕ, класс коллективĕ пирки мультимедийлă презентацисем, ачасен ашшĕ-амăшĕсене чĕнсе класс тулашĕнчи интерактивлă уçă мероприятисем йĕркеленĕ, класпа ĕçлемелли проектсем хатĕрленĕ. Хăйсем патĕнче мала тухнă класс ертỹçисем районти тупăшăва хутшăннă. Кунта вĕсем класри пĕр-пĕр вĕренекен мĕнле аталанни пирки хатĕрленĕ программăна хỹтĕлерĕç. Виçĕ куна пычĕ конкурс. Чи малтанах пуçламăш классен ертỹçисем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. 17 класс ертỹçинчен чи пултаруллисен йышне Ф.Салахутдинова (Кушкă), Е.Векова (Çуткỹл) тата Т.Васильева (Елчĕк) кĕчĕç. Вăтам звенори класс ертỹ-çисем тата йышлăн пулчĕç. Пĕрремĕш вырăнта _ А.Ефимова (Курнавăш). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Л.Викторовăпа (Çуткỹл) М.Маркова (Елчĕк) пайларĕç. Аслă классене ертсе пыракансен ĕçĕсене пăхса ларма кăмăллă пулчĕ. Чылайăшĕ тĕплĕ хатĕрленĕ программăна, хăйсен опытне куç хупса каласа параççĕ, ача ỹсĕмĕсене палăртаççĕ тата мĕн тумаллине планлаççĕ. Çапах та ĕçе çиелерех тунисем те сахал мар. Жюри тĕплĕн канашланă хыççăн пĕрремĕш вырăна М.Портнова (Кушкă) тухнине палăртрĕ. Иккĕмĕшĕ _ С.Прохорова (Курнавăш). Виççĕмĕш вырăнта _ В.Левая (Елчĕк). Çĕнтерỹçĕ воспитательсем малалла район чысне республикăра хỹтĕлеççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Л.Кучакова (Çĕнĕ Пăва), В.Левая (Елчĕк) тата С.Прохорова (Курнавăш) хăйсен программине хỹ-тĕленĕ хыççăн. В.Кириллова сăн ỹкерчĕкĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика