Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх ĕçлекенсенчен килет

03 марта 2010 г.

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче 2009 çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе «Алга» ял хуçалăх производство кооперативĕнче отчетлă пуху пулчĕ. Кооператив ĕçченĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ, çулсерен ÿсĕмлĕ кăтартусемпе ĕçлеççĕ. Çакăнта, паллах, «Алга» кооператив ертÿçин Н.Г.Мифтахутдиновăн тÿпи пысăк.

Председатель сехет ытла калаçса кашни ĕçчене ятран асăнчĕ, тăрăшулăхшăн тав турĕ. «Пурте хамăртан килет,— терĕ вăл. — Мĕнле ĕç укçи илесси мĕн чухлĕ тупăш тунипе çыхăннă. Епле тăрăшатпăр, çапла пурăнатпăр».

Пухура Нурислам Гилачевич кăтартусемпе тÿрремĕнех паллаштарчĕ, ĕçри çитменлĕхсене те палăртрĕ.

2009 çулта хуçалăх 4410 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Çĕр çинче тухăçлă ĕçлесе 9257 пин центнер тĕштырă (виçĕмçулхи кăтарту — 9465 пин центнер), 3300 центнер çĕр улми (виçĕмçулхи кăтарту — 2300 пин центнер) тата ытти пахчаçимĕç те туса илсе сутнă. Çавăн пекех 1984 центнер сĕт сутнă.

2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх 192 пуç пулнă. Виçĕмçулхипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăх 16 пуç чакнă.

Ĕçлекен çынна ĕç укçи вăхăтра тÿлес тесе те тимлет председатель. Пĕлтĕр хуçалăх ĕç укçи çине мĕнпурĕ 2247 пин тенкĕ укçа янă. Кооперативра пурĕ 40 çын ĕçлет. Унти ĕçченсен уйăхри вăтам ĕç укçи 4681 тенкĕпе танлашнă.

Пухура тĕрлĕ отрасльсене ертсе пыракан специалистсем кашниех тухса калаçрĕç. Хăйсен сăмахĕсене цифрăсемпе çирĕплетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Пухăва çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ тата тĕп агрономĕ Г.М.Киргизовпа И.Х.Минетуллин, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин тата ыттисем хутшăнчĕç, ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç. «Кăçал çĕр улмине тивĕçлĕ хакпа сутса тупăш илме тăрăшмалла. Районти ытти хуçалăхсем те «иккĕмĕш çăкăрпа» пысăк тупăш илчĕç. Сирĕн те, урмаелсен, тунă ĕçсемпе лăпланса лармалла мар»,— терĕ Георгий Михайлович.

Хуçалăхра ĕçлекенсем правленин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне «вăтам» хак парса хăварчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика