Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Самбо кĕрешĕвĕ вăй илтĕр

27 февраля 2010 г.

Нарăсăн 21-мĕшĕнче Тукай Мишер вăтам шкулĕнче самбо кĕрешĕвĕн чемпионачĕ иртрĕ. Унта Анат Тимĕрчкасси, Урмаел, Аслă Чурачăк, Тукай Мишер ялĕсенчи тата Канаш хулинчи 70 ытла вĕренекен хутшăнчĕ. Турнира ачасене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, спорта хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Чемпионата уçнă май район пуçлăхĕ Г.Волков, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.Зайнуллин, Шăнкăртамри Медресе ректорĕ М.Ямалетдинов, Тукай Мишер вăтам шкулĕн директорĕ Э.Багаутдинова, физкультура учителĕ Н.Зарипов тата ыттисем те тухса калаçрĕç. «Ĕмĕр пурăнса ирттерме вăй-хăват, йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлни кирлĕ. Шăпах çавăн пек пулăмсене аталантарать те ĕнтĕ самбо кĕрешĕвĕ»,— терĕ Геннадий Федорович, спортсменсене ăнăçу сунса.

Уявра республика ялавне çĕклеме темиçе хутчен те Чăваш Республикин призерĕ пулнă, чемпион ятне пĕрре мар тивĕçнĕ Илнарпа Рустам Зайнуллинсене шанчĕç.

Кĕрешÿ кавирĕ çине пĕрин хыççăн пĕри тухса 1997—1998 çулсенче çуралнă, 30, 33, 36, 40 тата 48 килограмлă виçеллисем вăй виçрĕç. Тупăшусенче Наиль Зарипов, Рашид Хамбиков тата Валерий Денисов судьясем пулчĕç. Тăхтав саман-чĕсенче Л.Гайнетдинова вĕренекен юрăсем парнелерĕ.

Хĕрÿ кĕрешÿсенче 30 килограмлисем хушшинче – Риназ Петров (Тукай Мишер) пĕрремĕш, Алексей Сакмаров (Анат Тимĕрчкасси) иккĕмĕш, Дмитрий Андреев (Анат Ти-мĕрчкасси ) виççĕмĕш, 33 килограмлисем хушшинче Илсур Шейгереев (Тукай Мишер) — пĕрремĕш, Денис Останин (Канаш) иккĕмĕш, Илнур Шейгереев (Тукай Мишер) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

36 килограмлисенчен Динар Зарипов, Риназ Гибатдинов тата Ильяз Сабирзянов чи маттуррисем пулнине çирĕплетрĕç. Вĕсем пурте — Тукай Мишер вăтам шкулĕнче вĕренекенсем. 40 килограмлă ачасенчен Риназ Айсын (Тукай Мишер) пĕрремĕш, Андрей Артемьев (Анат Тимĕрчкасси) иккĕмĕш, Евгений Козлов (Анат Тимĕрчкасси) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 48 килограмлă виçеллĕ спортсменсенчен Тукай Мишер ялĕн каччисем Юныс Шакировпа Алмаз Алапов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Малалла кавир çинче 1995—1996 çулсенче çуралнă 42, 48, 56 тата 60 килограмлă яшсем ăмăртрĕç. Вĕсем хушшинчи тупăшу та хĕрÿ иртрĕ. 42 килограмлă кĕрешÿçĕсенчен Айрат Фарахов (Канаш) пĕрремĕш, Анат Тимĕрчкассинчи Роман Козловпа Юрий Степанов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. 48 килограмлă виçеллĕ вĕренекенсенчен Рифат Фасхутдинов (Тукай Мишер) тата Константин Зубов (Аслă Чурачăк) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Чемпионата аслăрах классенче вĕренекенсем вĕçлерĕç. 56—60 килограмлă кĕрешÿçĕсенчен Ирек Зинетуллинпа Ирек Сафиуллин (Тукай Мишер) пĕрремĕш, Артем Варламовпа (Аслă Чурачăк) Ирек Ибрагимов (Тукай Мишер) иккĕмĕш, Дмитрий Ивановпа (Канаш) Владислав Трофимов (Аслă Чурачăк) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Мала тухнă спортсменсене Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.

Самбо чемпионачĕ чăннипех те пысăк шайра иртрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика