Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт – вăй-хал çăл куçĕ

20 февраля 2010 г.

Район центрĕнче иртнĕ Çăварни уявĕнче спорт ăмăртăвĕсене кăмăллакансем тупăшусене хутшăнса вăй виçрĕç. Чи малтанах каччăсем шăчă тăррине хăпарассипе кĕрешрĕç. Ку енĕпе Калкассинчи А.Сергеев çеç пултарчĕ. "Автансен çапăçăвĕнче" А.Казайкин (Туктамăш) чи вăйли пулчĕ. Турник çинче туртăнассипе тата кире пуканĕ йăтассипе И.Прагуськина çитекенни пулмарĕ. Сĕтел хушшине ларса алă вăйне виçес кĕрешÿре С.Лопатин (Хĕрлĕ Чутай) пурне те парăнтарчĕ. Сăмах май, асăннă спортсменсем кашни тупăшурах хастарлăх кăтартрĕç.

Футбол ăстисем те уяв парнине çĕнсе илессишĕн çивĕч кĕрешрĕç.Кунта кашни çул район чемпионĕ ята çирĕп тытса пыракан "Тайфун" команда çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

Волейболла выляма кăмăллакансем спортзалта ăмăртрĕç. Ку енĕпе Мăн Этмен ял тăрăхĕн çамрăкĕсем пуринчен те пултаруллăрах пулчĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика