Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганистан... Чĕрери суран

13 февраля 2010 г.

Февралĕн 15-мĕшĕнче Совет салтакĕсем Афганистанри юнлă çапăçу хирĕнчен таврăннăранпа 21 çул çитет.

Афганистан... Унта службăра тăнисемшĕн чĕрери нихăçан тÿрленейми суран. Çамрăклах юнлă çапăçу хирĕнче пулнине манма йывăрах ĕнтĕ.

Хурапыр ялĕнчи, паянхи кун районти ДОСААФ организацийĕнче ĕçлекен Юрий Владимирович Егоров та 1983-1986 çулсенче Афганистан çĕрĕ çинче службăра тăнă. Февралĕн 15-мĕшне вăл яланах пăлханса кĕтсе илет. Хумханма майĕ те пур. Мирлĕ пурнăç вăхăтĕнче вăл хăрушă вăрçăра, душмансен пулисем айĕнче пулнă. Çывăх тус-юлташĕсене сахал мар çухатнă.

Ю.В.Егоров çара кайичченех Афганистанри хĕрÿ çапăçусем çинчен илткеленĕ. Хăйне шăпа çавăнта илсе çитерессе шутламан та вăл. Питĕркассинчи шкулта 8 класс пĕтерсен çамрăк каччă Çĕмĕрлери 10-мĕш училищĕре ăс пухнă, хыççăнах унти ДОСААФра водителе вĕреннĕ. Диплом илнĕ хыççăн каччăн çара кайма ят тухнă. 1983 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тухса каять. Туркмение лекет çамрăк. Виçĕ уйăхран Афганистана илсе кайнă. Вĕсене тĕп хулана, Кабула, вырнаçтарнă.

– Пĕрремĕш кун тĕлĕнмелле пекчĕ: шăрăх, йĕри-тавра çÿллĕ тусем, урăх наци çыннисем... Палатăсем вырнаçтарса пачĕç. Çывăрса кайма та хăраттăмăрччĕ. Йĕри-тавра пульăсем шăхăраççĕ. Тепĕр кунхине водительсене 180-мĕш авторотăна вырнаçтарчĕç, Кабулта вара УРАЛ-375 техника шанса пачĕç. Каярахпа УРАЛ-4320 çине куçарчĕç. Эпĕ пысăк техникăпа çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарса тăтăм. Сăрт-тусем хушшипе колоннăпа çÿреттĕмĕр. Кăнтăрла нимех те мар пекчĕ, каçпа вара душмансем пуç йăттармастчĕç.

Пĕр операци асран каймасть. Çав кун ротăри çар хатĕрĕсем турттаракан 9 автомашина задание тухса кайрĕç. Паншер ту хушăкĕнче вĕсем çине душмансем тапăннă, техникăсене сирпĕтнĕ. Юрать, пирĕн салтаксем пурте чĕрех юлнă. Душмансем çул çинчи техника колонни çине час-часах тапăнатчĕç, – каласа пачĕ воин-интернационалист.

Юрий Владимирович салтаксем хушшинчи туслăх çирĕп пулнине палăртать. Вĕсен ротинче Туктамăшри Валерий Абакумов пулнишĕн хĕпĕртет. Çавăнпа вăл хăйне нихçан та пĕччен туйман. Ентешсем ялан пĕрле пулни службăра пулăшса пынă. Паянхи кунччен те афганецсем пĕр-пĕрне манмаççĕ, туслă пурăнаççĕ.

Икĕ çул çурă Афганистан çĕрĕ çинче службăра тăнă хыççăн Юрий киле таврăнать. Вăл интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн «Воину интернационалисту от благодарного Афганского народа», «За заслуги» тата чылай юбилей медалĕсем илме тивĕç пулнă.

Афганистан вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухма тÿр килнĕ Ю.В.Егорова телейлĕ кун-çул сунатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика