Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай çĕннине пĕлчĕç

06 февраля 2010 г.

Кăçал пирĕн халăх Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул тултарнине паллă тăвать. Çавна май пур çĕрте те çак уява тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Шкулсенче те тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă, çак кунсенче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсем районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче пулчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçăна халалланă выставкăпа паллашрĕç.

Музей заведующийĕ Ирина Петровна Ядрова залсене вырнаçтарнă стендсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

«Пурте фронт валли! Пурте Çĕнтерÿшĕн!», «Эпир салтак ятне ямастпăр!» ятлă стендсем вăрçă çулĕсенчи вăхăт, çынсен пурнăçĕ пирки туллин каласа параççĕ. Афганистанпа Чечен вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса хатĕрленĕ стенд умĕнчен те хурланмасăр иртме çук.

Ачасем экскурсовод калаçăвне тимлĕ итлерĕç, ыйтусем те пачĕç. Халиччен илтменнине, вуламаннине нумай пĕлчĕç.

Вырăс чĕлхипе литература учителĕ Е.И.Лебедева музейра пулни, мĕн асра юлни çинчен урокра сочинени çыртарчĕ. Сочиненисенче ачасем вăрçă темине туллин хускатнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика