Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕри мунча кĕрес тенĕ те...

23 января 2010 г.

Хĕллехи сивĕ кунсенче районта вут-çулăм çине-çинех ялкăшма пуçлани сисĕнет. Акă, январĕн 16-мĕшĕнче Туктамăшри Н.Н.Тихонован хуçалăхĕнче кăнтăрла мунча çунма пуçланă. Хура мунчан ăшши вăйлăрах пултăр тесе кил хуçисем ăна нумайрах хутнă ĕнтĕ. «Хĕрлĕ автан» маччаран ярса илнĕ. Вут-кăварпа асăрханусăр пулнăран мунча тăрри çунса кайнă. Çавăн пек тĕслĕхех маларах Трапай ялĕнче пулнăччĕ.

Январĕн 21-мĕшĕнче, кăнтăр иртсен, Хурапыр ялĕнче Н.М.Дементьев хуçалăхĕнче пушар тухнă – лаç çуннă. Асăрханусăрлăх инкек патне илсе çитерет çав.

Хĕллехи тапхăрта уйрăмах хутса ăшăтмалли кăмакасене пăхса тăмалла, вут чĕртсен тимлĕхе çухатмалла мар. Çакăнтах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ялсенчи урамсене юртан тасатса тăма чĕнсе калас килет. Кÿлĕсенче вак касса ăна пăхса тăрасси пулмалла. Сыхă тăнине нимĕн те çитмест.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика