Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те маттур, юрă-ташăра та сатур

23 января 2010 г.

«Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале 2010 çулта январĕн 21-мĕшĕнче Александровка ял поселенийĕн художество пултарулăх ушкăнĕ малалла тăсрĕ.

Чи малтанах артистсем пухăннисене сцена çине тухса хăрушă вăрçăра çĕнтерÿшĕн пуçĕсене хунисене асăнчĕç. Вĕсемпе диапроекторпа экран çинче курса паллашма та май пулчĕ.

Аслă Отечествăлла вăрçăра Константин Антоновпа Иван Кабалин Совет Союзĕн Геройĕсен ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Николай Будаков, Иван Смирнов, Александр Кузнецов, Иван Деменков, Николай Тарасов, Алексей Башкиров паттăрлăхпа палăрнă. Федор Воробьев вара рейхстаг çинче алă та пуснă, Мускаври Çĕнтерÿ парадĕнче те пулнă.

Районта Валерий Ванюркинпа Александр Тарасовсăр пĕр концерт та иртмест. Уявра вĕсем юрланă «День Победы» юрă пурне те кăмăла кайрĕ. Сцена çинче ачасем юрлани, ташлани концерт программине илем кÿчĕ. Уйрăмах Ксения Буланкова «Я нарисую солнце» юрă пуçтарăннисен чĕрисене тыткăнларĕ.

Галинăпа Антонина Шутовăсем, Галина Юдина, Галина Мишарина, Валентина Микенина, Елена Александрова «Колосилась в поле рожь» тата «Отец мой был природный пахарь» вăрçă кунĕсенчи пурнăçа аса илтерекен юрăсемпе куракансен чĕрисене хумхантарчĕç.

Татьяна Волкова «Колыбельная» юрă шăрантарнă хыççăн залри çынсем нумайччен алă çупрĕç. Татьяна Ивановна педагог чăн-чăн артист пек пулни пурне те савăнтарчĕ.

Ольга Владимирова концерт курма килнисене «Тучи в голубом» тата «Россия-матушка» юрăсене парнелерĕ.

Александровкăсем уяв программине «Çамрăк чух» юрăпа вĕçлерĕç. Залри çынсем савăк кăмăл парнеленĕшĕн сцена çинчи ăстасене тав туса нумайччен алă çупрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика