Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрне уçрĕç

20 января 2010 г.

Январĕн 15-мĕшĕнче районта йĕлтĕр спорчĕн ăмăртăвĕ иртрĕ.

Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем кăçал юр сахал çунипе ниепле те хире шуса тухса чун каниччен ярăнаймарĕç темелле. Юлашки кунсенче вара çут çанталăк йĕлтĕрçĕсене условисем туса пачĕ. Иртнĕ эрне кун районта хĕллехи спорт вăййине уçса пысăк ăмăрту иртнĕ.

Чи малтанах старта 1998 çулхи тата унтан та кĕçĕнреххисем тухнă. Ку ушкăнра Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи пуçламăш класра вĕренекенсем – С.Сидоровапа А.Мидейкина тата А.Эзенкин пĕрремĕш хут йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăнса вăй виçнĕ, тупăшура çăмăл маррине туйнă. Вĕсенчен кăшт аслăрах хĕр ачасенчен дистанцие Ю.Разумкина (Питĕркасси) пĕрремĕш вĕçленĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Конновапа (Штанаш) Ю.Алексеева (Питĕркасси) пайланă. Арçын ачасенчен чи пултарулли А.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) пулнă. Ун хыççăн финиша асăннă шкулти Ю.Степановпа Д.Абрамов çитнĕ.

1996-1997 çулхи хĕр ачасен кĕрешĕвĕнче малти вырăнсене Штанаш шкулĕнче вĕренекен И.Парикова, Э.Эзенкина, И.Лобова çĕнсе илнĕ. Арçын ачасенчен чемпион ята Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи М.Ефремов тивĕçнĕ. Асăннă шкулти Д.Мидейкин иккĕмĕш пулнă, виççĕмĕш – Ю.Вазин (Питĕркасси).

1994-1995 çулхи хĕр ачасен тупăшăвĕнче Питĕркассинчи Н.Кириллована çитекенни пулман. Ун хыççăн Çĕн Атикассинчи А.Щербаковапа К.Ефимова дистанцие ăнăçлă вĕçленĕ. Арçын ачасен кĕрешĕвĕнче А.Фондеркин (Питĕркасси) хастартарах пулнă. Çĕн Атикассинчи Е.Сатлайкинпа Хĕрлĕ Чутайри Д.Бродюков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

1992-1993 çулхи хĕрсем хушшинчи тупăшура К.Юмжакова (Хĕрлĕ Чутай) палăрнă. Хыççăнах дистанцие Н.Федорова (Питĕркасси) вĕçленĕ. Çĕн Атикассинчи О.Иванова вара ăмăртура виççĕмĕш пулнă. Ку ушкăнри каччăсен кĕрешĕвĕнче Хĕрлĕ Чутайри Э.Дадюков пурне те чылай хыçа хăварса чемпион ятне тивĕçнĕ. Питĕркассинчи А.Элеменкинпа Д.Кораков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарнă.

Аслисем те йĕлтĕр çине тăрса тупăшнă. Уйрăмах кĕрешĕве Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчен чылаййăн хутшăннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Праулов, унти специалистсем тата çамрăксем (В.Харитонов, Анастасийăпа Марина Корчагинасем, А.Макарова) хăйсен ушкăнĕсенче малти вырăна тухнă. Хĕрлĕ Чутайран спорт уявне В.Михуткинпа В.Элеменкин, Л.Михуткинапа Е.Мидейкина хутшăнса сывлăха çирĕплетнĕ, уяв парнисене тивĕçнĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика