Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан чул çинче те чечек ÿсĕ

09 декабря 2009 г.

Çак шухăш Арапуçĕнчи фермăра пулнă хыççăн пуçа пырса кĕчĕ, мĕншĕн тесен вăй хумасăр, пилĕк авмасăр нимĕнле ĕç те малалла каяймĕ, çĕр ĕçĕ пушшех те. Арапуçĕнчи ĕне ферминче вара выльăх-чĕрлĕхе юратакансем, çĕр ĕçне пысăка хуракансем тăрăшаççĕ тесен (кунта пулса курнисем) пирĕнпе килĕшеççех пулĕ тетĕп. Сăвакан ĕнесем тăракан витере пултăмăр. Вите тесе калама чĕлхе те çаврăнмасть, тап-таса та çап-çутă, туфлипе те çÿреме пулать, ĕнисем мăшлатса кăна тăраççĕ, умра - апачĕ. Кунта майракаллă шултра выльăхсем паянхи куна 582 пуç, çав шутран 328 сăвакан ĕне. «Хура-шурă» тата «Голштинофрузская» ăратлă ĕнесем сĕтне те аван антараççĕ. Хальхи вăхăтра пĕр ĕне пуçне 10, 7 килограмм сĕт суса илеççĕ, куллен 2 тонна 600 - 2 тонна та 900 килограмм сутаççĕ. Сĕтне вара килĕшÿ тăрăх ытларах Шупашкар хулине ăсатаççĕ. Тутарсем те кăмăллаççĕ Арапуçсен продукцине, вĕсемпе те сĕт сутма килĕшÿ тунă, хакĕ те йÿнех мар. «Сĕт ĕнен чĕлхе вĕçĕнче», - теççĕ халăхра. Ку каларăша вара кунта питĕ лайăх ăнланаççĕ. Пĕр ĕнене куллен 5-6 килограмм пусупка тивет, ăна вĕсем сенажпа хутăштарса çитереççĕ, унта витаминлă минераллă хутăш та хушаççĕ. Утă-улăмĕ умран талмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ сĕтĕн çуллăхĕ 3, 7 - 3, 9 процентпа танлашать, белок проценчĕ те ГОСТ требованийĕсене тивĕçтерет. Сĕт ÿсеслĕхĕ ĕнесем пĕр тикĕссĕн пăруласа пынинчен те нумай килет. Ку енĕпе вара Елена Алексеевна Семенован - ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторăн - ĕçĕ те çав тери курăмлă. Унăн ĕçри опычĕ пуяннине вăл кашни çулах хăйĕн профессийĕпе ирттерекен районти, республикăри конкурссенче те кăтартса парать. Мала тухнăшăн кашнинчех Дипломсемпе Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. «Венгринчен илсе килнĕ ăратлă ĕнесен пăрушĕсем те çитĕнсе çитсе кăçал пăруларĕç», - тет Елена Алексеевна хăйсен ĕçĕ пирки калаçнă май.

Николай Алексеевич Васильев ферма заведующийĕ кунта виççĕмĕш çул кăна ĕçлет пулин те, ĕç майне хăнăхса çитнĕ, пĕлсе те ăнăçлă ертсе пырать коллектива. Фермăри тирпейлĕхпе тасалăхшăн тата выльăхсене сывă та тĕреклĕ çитĕнтерессишĕн, ăнăçлă ĕрчетессишĕн кунти тĕп зоотехник Н.Руссу тата В.Львова тĕп ветеринари врачĕпе Н.Руссанова фельдшер, Л.Иванова зоотехник-селекционер яваплă. Сĕт сăвăмĕн ÿсĕмĕ Ю.Черновпа Р.Константинов ĕнесем сăвакан аппаратсемпе ĕçлекен операторсенчен, Венера Михайлова, А.Иванова, В.Михайлова, Е.Владимирова, Е.Федорова дояркăсенчен те çав тери нумай килет. Сĕт антарма тытăниччен ĕнесене пăрулас умĕнхи тапхăрта çав тери тимлĕх уйăрмаллине тата пĕчĕк пăрусене алла тĕрĕс-тĕкел илмеллине самантлăха та манмасть Н.Васильева. Вăл ку ĕçре чылайранпа тăрăшать. Пĕчĕкскерсене ачана пăхнă пекех пăхаççĕ Л.Григорьевапа В.Молькова пăру пăхакансем. А.Максимов, В. Ефимов, Н.Никитин, Ю.Федоров, М.Иванов скотниксем вара ĕнесене пĕрре те хăйсем тĕллĕн пăрахса хăвармаççĕ, черетпе вĕсем патĕнче тасатса, умри апачĕсене майласа, тирпейлесе тăраççĕ. Ю.Никитинпа Н.Егоров слесарь-механиксен те ĕçĕ çав тери яваплă, кашни кăлтăксене çийĕнчех юсаса тăмалла. Л.Виссарионов, В.Сергеев, А.Васильев трактористсем утă-улăма, сенажа витене кĕртсе параççĕ, апат валеçеççĕ, тислĕк тăкаççĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçлаççĕ. Ю.Баранов, Г.Ильичев, Л. Баранова каçхи хуралсем çĕрлехи вăхăтришĕн яваплă.

Çапла ĕçлет туслă коллектив. Фермăра ĕçлеме пур условисем те çителĕклĕ. Çапах та çамрăксем кунта ĕçлеме килме кăмăлламаççĕ. Кам темиçе çул каялла килнĕ, çавсемех тăрăшаççĕ. Мĕншĕн, никам та татса калаймĕ.

Рейд бригади: О.Васильев, Е.Семенова, А.Николаева

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика