Можарский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмен ĕçчен пулнă

10 ноября 2009 г.

Киччĕ ялĕ Тăвайĕнчен питĕ аякра мар вырнаçнă темелле, çухрăмпа шутласан, икĕ теçеткене яхăн пулĕ. Ялăн обществăлла центрĕ таран асфальтлă автоçул та тăсăлать. Апла пулин те, Киччĕне район хаçатĕнчен ĕлĕкхи пек тăтăшах кайса çÿрейми пултăмăр. Çакă вăл ку чухнехи пурнăç пăрăнăçĕпе те, ун чухнехипе хальхи хуçалăхăн производство уйрăмлăхĕсемпе те çыхăннă пулĕ. Иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш, çитмĕлмĕш–сакăрвуннăмĕш çулсенче кунти “1-ое Мая” хуçалăхра сурăхсенчен пуçласа мăйракаллă шултра выльăхсем таранах усранă, патшалăха куллен сĕт ăсатнă, вăкăрсем самăртнă. Техника паркĕ те парк майлах пулнă, машина-трактор сасси илтĕнсе тăнă. Улăх-çарана, курăк çăра та çÿллĕ ÿстĕр тесе, “Волжанка” агрегатсемпе пăрăхсем тăрăх Кĕтнерен “çумăр çутарнă”. Вăл вăхăтсенче кашни хуçалăхра тенĕ пекех мĕнле те пулса стройка пынă: производство объекчĕ-и е ытти строительство тунă. Пулнă ун пек вăхăтсем. Паян кун та Киччĕ ферминчи дояркăсен, ытти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, паркри механизаторсемпе бригадăра ĕçлекенсен, ертÿçĕсен, специалистсен ячĕ-хушамачĕсене чылайăшне астăватăп. Выльăх-чĕрлĕх фермине вара чылай хушă Василий Дмитриевич Димитриев ертсе пынăччĕ.
Складсен заведующийĕ тата хуçалăхра кадрсен пайĕн ĕçĕсене тăвакан Валентина Николаевна Дмитриева акă ялти фермăра ĕмрипе вăкăрсем тата лашасем пăхса пурăннă Виктор Филиппович Потапов пирки те аса илтерчĕ. Мĕншĕн шăпах ун пирки-ха теме те пултартăр. Сăлтавĕ пур: иртнĕ уйăхра вăл утмăл тултарса пенсие тухнă, çак кунчченех вăл хăйĕн ĕçри тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Çакăн çинчен ырласа каласа пачĕ Валентина Николаевна. Лашасем пăхассине вăл ашшĕнчен – Филипп Антонович Потаповран йышăнса юлнă. Амăшĕ те, Мария Осиповна, колхоз ĕçĕпе пурăннă. Лашасемсĕр пуçне фермăра В.Потаповăн ерттермелли ăратлă вăкăрсем те, хăш-пĕр çулсенче пăрусем те пăхма тивнĕ. “Ÿркенмен, ĕçчен те йĕркеллĕ çын вăл Виктор Филиппович”, – хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетет Валентина Николаевна.
Ăнланатăп, ÿркенменрен ĕнтĕ килĕнче те ĕне, вăкăр, сурăхсем усрать. Ĕнине хăй сăвать. Ытлашши продукцие сутаса укçа тăвать, пенсие тухнăранпа веçех килĕнче тăрмашать. Тен, ăшĕнче хăнăхнă çĕрте тепăртак ĕçлес шухăш-кăмăл та амаланнă пулĕ, анчах фермăра выльăхсен йышĕ чаксах пырать-çке ку саманара. Иртнĕ ĕмĕрхи сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче панельпе кирпĕчрен шифер витсе тунă витере аллă пуçран та катăлнă халĕ мĕнпур выльăх-чĕрлĕх йышĕ, çав шутран сăваканнисем тата сахалрах.
Астăватăп, эпĕ шкулта вĕреннĕ çулсенче, иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсен вĕçĕнчеччĕ пулас, Киччĕри “1-ое Мая” хуçалăх пирки республикăра тухса тăракан пĕр журналта ырăпа çырнăччĕ, сăн ÿкерчĕксем те пичетленĕччĕ. Çавăн пек кал-кал аталанса кайсан, мĕнле лайăх пулмалла. Ялти çынсем валли те ĕç пулĕччĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика