Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх йăли-йĕркине аталантармалла

22 октября 2009 г.

Çак кунсенче Чăваш Республикинче пурăнакан мусульмансен ăс-хакăл (Духовное) управленине туса хунăранпа 15 çул çитнине уявларĕç. Ку ятпа тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. Акă, октябрĕн 13-мĕшĕнче Урмаел ялĕнче пурăнакансем хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăçсен ăсталăхĕпе паллашнă. Вĕсем ятарласа çырнă юрăсемпе халăх умне тухмаççĕ, шухăш вĕççĕн хăйсемех сăмахĕсене те, кĕввисене те тупаççĕ. Тĕрлĕ тутар кĕвви-çемминче хурлăх та, савăнăç та палăрать. Наци йăли-йĕрки пирки те сăмах пырать. Вĕсене пурне те тĕплĕн, тĕп-тĕрĕс çырса пама та çук пулĕ. «ART-MADHIA» фестиваль хăнисене кĕтсе илме мунаджсем, баитсем, халăх юррисене юратакансем пуçтарăннă. Вĕсене наци традицине тытса пынăшăн саламлама та чылайăн килнĕ. ЧР ăс-хакăл управленийĕн председателĕ, Раççей Аслă муфтийĕн пĕрремĕш çумĕ Альбир-хазрат Крганов, район пуçлăхĕ Геннадий Волков, республикăри тутарсен наци автономийĕн пуçлăхĕ Ферит Гибатдинов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Михаил Краснов, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин саламланă. Вĕсем ку меро-прияти наци йăли-йĕркине аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Пуçтарăннисен умĕнче Урмаел ялĕнчи социаллă-культурăлла центр çумĕнчи «Мишар» фольклорпа эстрада ансамблĕ, «Урмай егетляре» вокал ансамблĕ, «Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕ çумĕнчи «Тамчы» фольклор ансамблĕ хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Уяв чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, Шупашкарта вĕçленнĕ.

Халăх йăли-йĕркине пăхăнмаллах. Ăна малалла аталантармалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика